АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕсем хушăнсах пыраççĕ

22 июня 2012 г.

Виçĕм кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унăн ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров районăн ял хуçалăх отрасльне тишкерсе тухнă. Июнĕн 18-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 10274 гектар акнă. Ку вăл – планăн 127 проценчĕ. Çĕр улми лартассине вĕçленĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" анисем 669 гектар йышăнаççĕ. Пахча çимĕç 18, кукуруза 229 гектар çинче ÿсĕç. Пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсем – 1452, нумай çул ÿсекеннисен – 677 гектар. Хуçалăхсенче сĕт суса, çăмарта туса илесси хăпарнă, сурăхсемпе качакасен йышĕ пысăкланнă.

Çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров паллаштарнă. Тулă 4530, урпа 43821, сĕлĕ 602, пăрçапа вика 761 гектар акса хăварнă. Валерий Геннадьевич акана лайăх ирттернĕ, палăртнисене пурнăçа кĕртнĕ хуçалăхсене асăнса хăварнă: вĕсем – Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Победит", "Нектар", "Агат" тата ытти пĕрлĕхсем.

В.Никоноров выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатмалли çинчен каланă. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине, утă тата сенаж пахалăхĕсене упраса хăварма тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине пĕл-тернĕ.

Пайăн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов кĕрхи культурăсем акма çĕр, пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси çинче чарăнса тăнă, тăпра пулăхлăхне пуянлатса пыма чĕнсе каланă. "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене утă уйăхĕн 5-мĕшĕччен ял хуçалăх культурисене тĕрĕслеме тата регистрацилеме заявкăсем памаллине аса илтернĕ. Тырра упрамалли складсене вăхăтра дезинфекцилемелле.

Районăн тĕп зоотехникĕ С.Васильев та трибуна умне тухнă. Симĕс конвейер схемине тĕпе хурса сăвăма ÿстерсех пымалла. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне чакарас марччĕ. Районта ĕне выльăхсен шучĕ – 3433. Киров ячĕллĕ, "Цивиль", "Хучель" тата "Канаш" хуçалăхсенче ĕнесен кĕтĕвĕсем пысăкланнă. Витесене авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен хĕле хатĕрлесе çитермелле. Юсав ĕçĕсене паянах тытăнмалла. Сергей Павлович выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи пилĕк уйăхри ĕçĕсен кăтартăвĕсене залра ларакансем патне çитернĕ.

Районăн тĕп ветврачĕ М.Кошкин выльăх чирĕсемпе кĕрешес, вĕсене ерекен чирсенчен хÿтĕлес енĕпе лару-тăру мĕнле пулнине пĕлтернĕ.

Канашлура çывăх вăхăтра татса памалли ытти çивĕч ыйтусене те хускатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене палăртнă задачăсене пурнăçлас ĕçре ăнăçу суннă, Республика кунне уявлама палăртнă мероприятисене активлă хутшăнма чĕнсе каланă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика