АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă çителĕклĕ пулĕ

22 июня 2012 г.

Районта утçи кунсерен вăй иле пырать. 3835 тонна утă, 18380 тонна сенаж, 13350 тонна силос хатĕрлемелле. 15 хуçалăхра çак ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Уйрăмах Киров ячĕллĕ кооперативра, "Хучель", "Цивиль" тата "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче кал-кал пулса пырать. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ хушăрах кĕрхи тырă акма çĕр хатĕрлеççĕ, çĕр улми речĕсене кăпкалатаççĕ, çум курăксене наркăмăшлă им-çампа пĕтереççĕ.

Ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хăйĕн çумĕпе А.Егоровпа "Хучель" пĕрлĕхре пулчĕ. Хуçалăх ертÿçи В.Александров ертсе пынипе утă хранилищине çитсе курчĕç. Ун хыççăн люцерна уйне çул тытрĕç. Кунта В.Алексеев механизатор "МТЗ1025" агрегатпа люцернăна тĕркесене преслать. Вăл трактор çинче – 1986 çултанпа.

– Ĕне выльăх хуçалăхра 160 пуç. 50-шĕ сĕт парать. Июнĕн 19-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 70 гектар çинчен çулса илнĕ. Пĕтĕмпе вĕсем 200 гектар йышăнаççĕ. Утă 25 тонна хатĕрленĕ. Донникпа клевертан 300 тонна сенаж хывма палăртнă.

В.Александров хуçалăха чунĕпе парăннă, 21 çул хушшинче вăл ертсе пыракан хуçалăх ячĕ миçе хутчен улшăнмарĕ пулĕ: Мичурин ячĕллĕ ЯХПК, "Хучель" акционерсен хупă пĕрлĕхĕ, 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен – тулли мар яваплă пĕрлĕх.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов кадрсем енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе интересленчĕ, кĕр аки, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çине тимлĕх уйăрасси çинчен манмалла маррине аса илтерчĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика