20 июня 2012 г.
Çулла сыснасен анлă сарăлнă чирĕ – рожа. Вăл инфекци чирĕ, сыснаран çынна та ерме пултарать. Инфекци организма хырăмлăхран тата ÿт çинчи суранран лекет. Ытларах чухне ку чирпе 3-12 уйăхри сыснасем чирлеме пултараççĕ. Çын чирлĕ выльăхсемпе хутшăнсан, вĕсен ашне тирпейленĕ чухне е çисен аптăрама пултарать.
Аша тăварлани те, тĕтĕмлени те инфекцишĕн "хăрушă" мар. Вăл сыснасене пăхмалли хатĕр, апат-çимĕç, шыв, виле урлă тата çĕр тăрăх та сарăлма пултарать. Сыснасен рожине çавăн пекех шăшисемпе йĕке хÿресем, шăнасем тата кайăксем сарма пултараççĕ.
Шăрăх тата нÿрĕ çанталăкра сыснасене пăчă витесенче тытсан тата пахалăхсăр апатпа тăрантарсан вĕсем рожăпа чирлесе каяс хăрушлăх пур. Чирлĕ сыснан ÿт температури 42 градус таран тата унтан та çÿлерех хăпарса каять, вăл выртать, апат çими пулать, сулăнса утать. Ÿчĕ çинче рожăллă вырăнсем палăрма пуçлаççĕ.
Профилактика тĕлĕ-шĕпе сыснасене рожăран вăхăтра прививка тумалла. Çурасен çирĕп иммунитет пултăр тесен вĕсене икĕ хутчен (пĕрремĕш прививка хыççăн 25-30 кун иртнĕ хыççăн) вакцинацилемелле. Сыснасене шăрăх çанталăкра сивĕ витесенче тытмалла, урам тăрăх чуптармалла мар.
Чир паллисем палăрсан çийĕнчех ветспециалистсене пĕлтерме васкăр.
А.ПЕТРОВА,
Асхвари ветучасток заведующийĕ.