20 июня 2012 г.
Кĕçнерни кун район администрацийĕн акт залĕнче "Раççей Федерацийĕн архив фондне йĕркелесси: опыт, проблемăсем, малашлăх" ятпа регионсен III архив вулавĕсем иртрĕç. Уçă конференцие Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, "Чăваш Республикин ку чухнехи историйĕн патшалăх архивĕ" тата "Чăваш Республикин историйĕн патшалăх архивĕ" бюджетлă учрежденисен директорĕсем Людмила Устимовăпа Галина Ертмакова, министерствăн архивсен секторĕн заведующийĕ Елена Лаптева, Ульяновск тата Чулхула облаçĕсенчи, Тутарстан, Мари Эл тата Чăваш Республикисенчи архив ĕçĕсен уйрăмĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Конференци район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕ йĕркеленĕ хăйне евĕрлĕ экскурсипе пуçланчĕ. Сектор заведующийĕ Людмила Кириллова хăнасене архив материалĕсене упрамалли пÿлĕмсене кăтартрĕ. Фойери "Канаш районĕн историйĕ – документсенче" курав пуриншĕн те интереслĕ те усăллă пулчĕ. Кунта тĕрлĕ тапхăрти сăн ÿкерчĕксем, çитĕнÿсем тунăшăн панă дипломсем, фотоальбомсем тата ытти документсем вырнаçтарнă. Курава района туса хунăранпа 85 çул çитсе пынине халалланă.
Конференци ĕçе пуçăнас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов пухăннисене районăн аталанăвĕпе паллаштарчĕ, унăн пурнăçĕнчи уйрăмах паллă пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Владислав Васильевич архив вулавĕсене тухăçлă ирттерме, пурнăçра çитĕнÿсем сунчĕ. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова Чăваш Енре архив ĕçĕсене мĕнле йĕркелесе тăни, вĕсенчи çĕнĕлĕхсем, малашне тумалли ĕçсем пирки сăмах илчĕ. Татьяна Васильевна райадминистраци пуçлăхне Владислав Софронова Канаш районĕпе çыхăннă архив докуменчĕсене, "Документы по личному составу. Краткий справочник по фондам ликвидированных организаций" кĕнеке пачĕ.
– Архив вăл – хăйнешкел отрасль, архивистсем – питĕ сăпайлă çынсем. Архивра мĕнле хутсем упранни хăш чухне этем шăпине татса парать, - терĕ министр çумĕ.
Ульяновск облаçĕн Искусство тата культура политикин министерствин архив ĕçĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ Марина Подкопаева тата Мари Эл Республикин архив фондне йĕркелекен службин директорĕн çумĕ Татьяна Данилова Ульяновск облаçĕнчи муниципаллă тытăмсенче Архив фондне йĕркелессинчи проблемăсем, Мари Эл Республикин Архив фондне хальхи тапхăрта управлени документацийĕпе усă курса мĕнле йĕркелесси çинчен тухса калаçрĕç. Вĕсем фондсене комплектласси вырăн çитменнипе тытăнса тăнине, личнăй состав енĕпе архив çуккине пула граждансене конституци правипе тивĕçтересси вăраха кайнине, архивсем тĕпрен илсен фотоÿкерчĕксемпе тата харпăр хăй докуменчĕсемпе мар, организацисен докуменчĕсемпе йĕркеленнине палăртрĕç. Электродокументсене упрасси тин кăна пуçланать-ха. Чăваш Республикин ку чухнехи патшалăх историйĕн архивĕн директорĕн архив фондне комплектлас тата йĕркелес енĕпе ĕçлекен çумĕ Людмила Охоткина Патшалăх архивне пăрахăçа кăларнă предприятисен докуменчĕсемпе комплектласси çинче чарăнса тăчĕ.
– Паянхи куна пĕтернĕ предприятисемпе организацисен докуменчĕсене сыхласа хăварасси ертÿçĕ йĕркелĕхĕнчен нумай килет. Çакă – пирĕн ырату, канăçсăрлăх. Пĕлтĕр архив пулăшăвĕсемпе усă курасси, 2005 çулхипе танлаштарсан, 223 процент ÿсрĕ, – палăртрĕ Людмила Юрьевна.
Канаш райадминистрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Кириллова муниципалитет архивне комплектласинчи проблемăсене епле татса парасси çинче чарăнса тăчĕ. Вăл район характеристикине уçса пачĕ. Район территорийĕ республикăн 5,3 процентне йышăнать. Халăх йышĕ – 40987 çын. 108 ял, 24 ял тăрăхĕ, 288 организаци. Людмила Порфирьевна хăйĕн докладне слайд-шоупа усă курса ирттерчĕ.
– Предприятисене çĕнĕрен йĕркелени тата пĕтерни вĕсенче вăй хунă çынсен докуменчĕсене упрас ыйтăва самаях çивĕчлетрĕç, уйрăм организацисеннипе ĕçлесси пушшех те йывăрланчĕ. Ку енĕпе пире налук службипе тачă çыхăнса ĕçлени ыйту çивĕчлĕхне хавшатма май парать. Райадминистраци пуçлăхĕ ирттерекен планеркăсенче налукçăсем пĕтерме тытăннă организацисем çинчен евитлеççĕ. Эпир вара çийĕнчех ĕçе пуçăнатпăр, – терĕ сектор заведующийĕ.
Архив ĕçĕсене лайăхлатмалли майсем, архив пайĕсем мĕнле ĕçлесе пыни çинчен Тутарстан Республикинчи Зеленодольск районĕн ĕç тăвакан комитечĕн архив пайĕн пуçлăхĕ Инна Пронина, Мари Эл Республикинчи Оршанка тата Мари-Турек районĕсен архив пайĕсен пуçлăхĕсем Любовь Козловăпа Светлана Ягодарова, Мордва Республикинчи Чамзинка районĕн муниципалитет архивĕн заведующийĕ Оксана Лобанова, Ульяновск хулин документсене упрас тата вĕсене патшалăх енчен шута илес енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лариса Синицына, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ Надежда Пронина каласа пачĕç. Тухса калаçакансен залран панă ыйтусене те хуравлама тиврĕ.
Регионсен архив вулавĕсене Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова тата Чăваш Республикин ку чухнехи патшалăх историйĕн архивĕн директорĕ Людмила Устимова пĕтĕмлетрĕç.
Район администрацийĕн çурчĕ умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ хыççăн хăнасем район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторне уйăрса панă автобуса, çăмăл машинăсене вырнаçрĕç, Канаш витĕр тĕп трасса çине тухса Шăхасаналла çул тытрĕç. Архив вулавĕсене хутшăннисем унти физкультурăпа спорт, Çеçпĕл ялĕнчи "Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ" мемиорал комплексĕсенче пулчĕç. Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче нумай интересли курчĕç. Канаш çĕрĕнче ĕçтешĕсемпе тĕл пулни хăнасен опыт багажне пысăклатма май парасса, илтнĕ çĕнĕлĕхпе хăйсем патĕнче усă курасса, мĕн курни-илтнипе кăмăллă юласса шанас килет.
В.Ачча.