20 июня 2012 г.
Çеçпĕлти культура çурчĕн фойинче стена çумĕнче Халăхсем хушшинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсен списокне вырнаçтарнă. Списокра сăмах, юрă-ташă, сцена ăстисем, художниксемпе скульпторсем, тăван республикăшăн пысăк ĕç тунисем, А.Г.Николаев космонавт летчик, юрă-ташă, фольклор ансамблĕсем, халăх хорĕсем, театр коллективĕсем. Вĕсенчен çиччĕшĕ – РСФСР халăх артисчĕ Нина Григорьева, Çеçпĕл Мишшин фончĕн директорĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, Станислав Юхтар художник, Атнер Хусанкай ăсчах, Ульяновск телевиденийĕн чăваш студийĕн редакторĕ Олег Мустаев, "Тăван Атăл" журналăн тĕп редакторĕ Арсений Тарасов, Раиса Сарпи сăвăç – "Çеçпĕл Мишши тата паянхи чăваш тĕнчи" форумăн Канаш çĕрĕнчи программине хутшăнчĕ. Вĕсемпе пĕрле филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Василий Пушкин доцент, Çеçпĕл Мишшин Шупашкарти музейĕн ертÿçи Антонина Андреева, Атнер Петровичăн мăшăрĕ Гажидма Хусанкай тата ытти паллă çынсем килчĕç.
Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çут тĕнчепе сыв пуллашнăранпа 90 çул çитрĕ. Ушкăн ертÿçи Валерий Туркай пĕлтернĕ тăрăх, чаплă ентешĕмĕрĕн Шупашкарти палăкĕ умĕнче митинг иртнĕ. Çеçпĕлĕмĕре пуç тайма унăн пултарулăхне чĕре çумне илекенсемпе, поэзине чун апачĕ вырăнне хуракансемпе пĕрле Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем, студентсем пынă.
Михаил Васильевич çамрăк Çеçпĕл Мишши хăйĕн ĕçĕпе çитĕннĕ темиçе çынран та ирттернине, тăван культурăпа литературăна чĕртсе ярас енĕпе унăн витĕмĕ, пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăккине асăннă. "Эпир Çеçпĕл сăввисемпе ÿснĕ, пурăнатпăр, малашне те çаплах пулĕ. Çакăн евĕр мероприяти йĕркелени пире, çамрăк ăрăва, ун пирки аса илтерет, унăн ĕçĕсене хаклама вĕрентет", – тенĕ Юрий Попов. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ те. Палăк умĕнче Раççей Патшалăх премийĕн лауреачĕ Ренат Харис поэт, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат, Аристарх Дмитриев куçаруçă чунне уçса калаçнă, Мишшана халалланă хайлавĕсене вуланă.
Форума хутшăнакансем Çеçпĕл Мишшин Шупашкарти музейĕпе паллашнă, "Çеçпĕл Мишши тата паянхи чăваш тĕнчи" "çавра сĕтел" ирттернĕ, Шуршăлти Космонавтика музейне кĕрсе курнă, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн А.Г.Николаев космонавтăн вил тăприйĕ çине чечек çыххисем хунă. Малалла вĕсен çулĕ Канашалла выртнă.
Çеçпĕл Мишшин Шăхасан вăтам шкулĕ умĕнчи палăкĕ умне чечексем хунă хыççăн хăнасем Мишша вĕреннĕ класра йĕркеленĕ музейра пулчĕç. Унти экспонатсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Тарасова паллаштарчĕ. Валерий Туркай хăйĕн кĕнекисене автограф çырса Чăваш патшалăх университетĕнче пĕрле вĕреннисене, Канаш районĕнчи тусĕсене парнелерĕ.
Шупашкартан килнĕ хăнасене Çеçпĕл ялĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх вĕсене Çеçпĕл Мишшин музейĕпе паллаштарчĕç. Ешĕл паркри палăк умне сăвăç-ентешĕмĕре чыс туса чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
Ялти культура çуртĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Ăна Валерий Туркай уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши пирĕн хушăмăрта çук пулсан та унăн вут-хĕмлĕн çунакан, тăван чĕлхене юратма, упрама чĕнекен сăввисем, тăван халăхне хурçă пек çирĕп, чăтăмлă пулма сунакан йĕркисем янăранă чух вăл чĕррисенчен те хĕрÿллĕрех, çирĕпрех, пĕлтерĕшĕпе пысăкрах пулнине палăртрĕ.
– Çеçпĕл пире пурăнма вăй-хăват парса тăрать, чăваш пулнипе мухтанма йыхăрать. Çак ялта чăваш халăхĕн талантлă ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ. Ăна мĕнле кăна хĕсĕрлемен, ура хума тăрăшнă пулин те вăл парăнман, – терĕ Валерий Владимирович.
Мухтавлă ентешĕмĕре хисеплесе килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов саламларĕ.
– Çеçпĕл Мишши пек талантсем çĕр çулта пĕрре çуралаççĕ теççĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн районтан пулнишĕн çав тери савăнатпăр, унăн вилĕмсĕр сăнарĕ çамрăксене патриотла воспитани пама пулăшать, тăван чĕлхене юратма, атте-аннене хисеплеме вĕрентет. Эпир ăна нихăçан та манмăпăр, унăн ячĕ ăруран ăрăва куçса пырĕ, – вĕçлерĕ Владислав Васильевич.
Хăнасем сцена çине тухса хĕрÿллĕ сăмахсем каларĕç. Пурте вĕсем Çеçпĕл Мишши пирĕнпе, яланах чĕрĕ пулнине палăртрĕç. Вырăнти шкулта вĕренекен Валя Лукиянова Çеçпĕл Мишшин "Чăн чĕрĕлнĕ" сăввине чуна хускатмалла вуларĕ. Залра ларакансем унпа пĕрле "Чăн чĕрĕлнĕ!" тесе кăшкăрчĕç. Чăн та ĕнтĕ, Çеçпĕлĕмĕрĕн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ пулĕ. Валерий Туркай пурин ячĕпе тав туса Вальăна кĕнеке парнелерĕ. Хăнасем ырă сăмахсем тухса каланă вăхăтра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи поэтесса сасартăк пуçа килнĕ сăввине вуласа пачĕ. "Çеçпĕле эпир манмастпăр" тесе ят панă вăл ăна.
Çеçпĕле эпир манмастпăр,
Çеçпĕл – пирĕн чĕрере.
Асăмра ăна упратпăр,
Çеçпĕлле тапать чĕре.
Ĕмĕр янрĕ Çеçпĕл ячĕ,
Янрĕç вутлă сăввисем.
Çутă шанчăк Çеçпĕл пачĕ –
Сапĕç хĕм чун сăввисем.
Çеçпĕлпе эпир утатпăр
Çĕн йышпа Çĕнĕ Куна.
Çеçпĕл çăлтăрĕ çутатпăр
Çеçпĕлле çуна-çуна.
Çеçпĕл ячĕ, чыс-мухтавĕ
Чыс кÿрет чăваш ятне.
Çеçпĕле – чăваш йыш тавĕ!
Çĕклĕпĕр Çеçпĕл садне!..
Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова тата вăтам шкул директорĕ Александр Петров юратнă поэтăмăра халалланă мероприятие килнисене тав турĕç. Асăну каçĕ Валерий Туркай Петĕр Хусанкайăн "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" сăввине хăпартланса каланипе вĕçленчĕ.
В.АЧЧА.