АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире çут тĕнчене килме пулăшаççĕ, пирĕн сывлăха пурнăç тăршшĕпех сыхлаççĕ

20 июня 2012 г.

Район, хула, узел, психиатри больницисенче, ялсенчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекенсене Асхва çывăхĕнчи "Урожай" стадионти акатуйăн савăнăçлă пайне ирттермелли сцена çывăхĕнче янăракан илемлĕ чăваш юрри хăй патнелле йыхăрчĕ. Кăмăла çĕклекеннисем – ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамблĕн артисчĕсем. Илемлĕх ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Стеклов.

Уяв программине ертсе пыракан Наталия Золотова сцена çине хăпарма хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсене Родион Мясниковпа Владислав Софронова чĕнчĕ. Медицина ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламлама чи малтан Владислав Васильевича сăмах пачĕç.

– Темиçе кун каялла ман пата Родион Алексеевич шăнкăравларĕ. Медицина ĕçченĕсен кунне хулапа районти больницăсен коллективĕсемпе пĕрле районăн тĕп стадионĕнче ирттерес кăмăллине пĕлтерчĕ. Тĕп врачсемпе канашланă хыççăн пĕр шухăш патне пырса тухрăмăр: пĕр ĕçе тăватпăр пулсан уява та пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем каласа ирттернине мĕн çиттĕр, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне райадминистраци пуçлăхĕ. – Çын амăш варĕнчен пуçласа мĕн ватăличчен – сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен хÿттинче. Чирлисен шанчăкĕ тата тĕревĕ пулнă май шурă халатлă çынсем йывăр самантра пулăшма, ыратăва сирсе яма яланах хатĕр. Тепĕр чух тума май çуккине пурнăçласа эсир çын ыратăвне çывăха илетĕр, пациентсен сывлăхĕшĕн пысăк яваплăх туйса вĕсене йывăр чирсенчен сывататăр.

Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников:

– Сире пархатарлă ырми-канми ĕçĕршĕн, яваплăхшăн тата ыттисен ыратăвне çывăха илнĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Медиксен темиçе ăрăвĕ хывса хăварнă ырă йăласене çамрăк ăру малашне те чыслăн тăсасса шанатăп. Сывлăх сыхлавĕн мĕн пур ĕçченне тата ветеранне ăнăçу, ырлăх, телей тата юрату сунатăп, – терĕ.

Хула тата район больницисен тĕп врачĕсем Николай Васильевпа Рената Федорова та ĕçтешĕсем пирки нумай ăшă сăмах каларĕç, чирлисене эмелпе те сăмахпа сипленĕшĕн тав турĕç.

Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти тата хулари медицина ĕçченĕсен ушкăнне Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, район тата хула администрацийĕсен Хисеп грамотисемпе чысларĕç, парнесем пачĕç.

Уява тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем, спорт ăмăртăвĕсем, хулапа районти пултарулăх коллективĕсен, уйрăм юрăçсен юррисем, хаваслă ташăсем хăйне евĕрлĕ илем кÿчĕç. Обществăлла апатлану предриятийĕсем уяв хăнисене ĕçме-çиме, шашлăк, техĕмлĕ чей сĕнчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика