АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕ ăруран ăрăва куçса пытăр

15 июня 2012 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе хальхи вăхăт хушшинчи тапхăр вăрăмлансах пырать. Апла пулин те, историн çав тапхăрĕн паттăрлăх, синкерлĕх страницисене, пĕр çын пек пулса çĕршыва, тăван çĕре хÿтĕленекенсен ретне тăрса хăрушă тăшманпа сывлăхне, пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă, юн тăкнă ентешсене ĕмĕрĕпех асра тытăпăр. Шел пулин те, пирĕнпе юнашар тăракан ветерансем çукпа пĕрех. Тĕрлĕ фронтра çапăçса çав тери йывăр нуша-терте чăтса ирттернине тăванĕсенчен çеç илтетпĕр. Çав аса илÿсем ăруран ăрăва куçса Аслă вăрçăн салтакĕсем пирĕн ума чĕрĕ çынсем пек тухса тăраççĕ. Вĕсем пирĕн çине çемье архивĕнчи кивĕ сăн ÿкерчĕксенчен пăхаççĕ. Кашни ÿкерчĕкĕ – уйрăм çемьен кăна мар, пĕтĕм çĕршывăн кун-çулĕ те. Вăрçă ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем ăру пуçараканĕсене, вĕсен паттăрла ĕçĕсене ялан асра тытни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем çакна малашнехи ăрусене каласа пама пултарччăр.

Акă Иваново облаçĕнчи Фурманов хулин 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕн 10 çулти вĕренекенĕ Катя Кузовникова ват кукаçийĕ И.Н.Николаев çинчен каласа панине кукамăшĕнчен Н.И.Мищенкоран илтнĕ. Иван Николаевич çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче 110 çул тултаратчĕ. Унăн кĕçĕн мăнукĕ Катя утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче хăй вунă çула çитнине паллă тăвать. Çак ăрусене 100 çул уйăрать. Ку вăл – пысăк тапхăр. Çак тапхăрта çĕршывăн пурнăç йĕркине улăштарнă тĕрлĕ пулăм вырнаçнă. Вĕсенчен кашниех çак çемьен кашни членĕн шăпипе тÿрремĕнех çыхăннă. Нина Ивановна Мищенко вĕсем çинчен каласа панине Фурманов районĕн "Новая жизнь" хаçатĕнче пичетлесе кăларнă.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче редакцие Н.Мищенко Катя ятлă мăнукĕпе кĕрсе тухрĕ. Вăл пирĕн районти Тăрăн ялĕнче çуралнă. Хĕр шутне кĕрсен хăйĕнпе пĕр çулти хĕр-упраçпа пĕрле Иваново облаçĕнчи Фурманов хулинчи пир-авăр комбинатне ĕçлеме тухса кайнă. Çип арланă, тавар кантурĕнче тăрăшнă, секретарь-машинистка пулнă. Пенсие тухнăранпа çак хулари 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулта техничкăра ĕçлет. Çуллахи вăхăтра Нина Ивановна час-часах ачаран çывăх Тăрăн ялĕнче пулать. Хальхинче Владимир ятлă шăллĕ патне мăнукне те илсе килчĕ.

Нина Ивановна хăйĕншĕн чи çывăх çыннисем çинчен каласа панине пичетленĕ райхаçата парса хăварчĕ, аса илнĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ, мăнукĕпе Катьăпа паллаштарчĕ.

Унăн ашшĕ И.Н.Николаев хресчен çемйинче ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Ашшĕпе пĕрле суха тунă, тырă акнă,пахча çимĕç лартнă, вĕсене пухса кĕртнĕ. 1924 çулхи пуш уйăхĕнче салтака кайнă. Тăрăн çамрăкĕ Туркестан дивизийĕн стрелоксен пĕрремĕш батальонĕнче службăра тăнă. Вăтам Азире басмачсене, Хĕвел анăç Украинăра националистсене хирĕç ирттернĕ çар операцийĕсене хутшăннă. 1926 çулхи раштавра Иван тăван тăрăха таврăннă, каллех ашшĕпе хресчен ĕçне кÿлĕннĕ, каярахпа Молотов ячĕллĕ колхозра счетоводра, хуçалăх заведующийĕнче ĕçленĕ, уй-хир бригадине ертсе пынă.

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнсан Совет Союзĕн миллион-миллион çыннин шăпи пекех Иван Николаевăн та урăхланнă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче вăл мирлĕ ĕçрен хăпса салтак тумĕ тăхăннă, Тăван çĕршыва ирсĕр тăшмантан хÿтĕлеме тухса кайнă. Ăна Мускав облаçĕнче тăракан 687-мĕш стрелковăй полкри взвод командирĕн пулăшуçине лартнă. Çур çул вĕрентнĕ хыççăн Воронеж фронтне янă. Унта юнлă çапăçусем пынă. Пĕрле службăра тăнă нумай салтака çухатнă Николаев аслă сержант. Пĕр çапăçура Иван суранланнă, ăна Воронеж облаçĕнче вырнаçнă госпитале вырттарнă. Юпа уйăхĕнче сывалса çитсен тăван полка юлташĕсем патне таврăннă. Вăрçă хыççăн тăшмана хирĕç юнашар тăрса çапăçнă, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă салтаксене тăтăшах аса илнĕ. Нумайăшне çĕнтерÿ савăнăçне курма пÿрмен, вĕсем çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен инçетри ют çĕрте яланлăхах куçĕсене хупнă.

1943 çул пуçламăшĕнче хаяр çапăçура стрелковăй дивизи пысăк çухату тÿснĕ. Командир та пуçне хунă. Николаев аслă сержант командованине хăй çине илнĕ. Салтаксене атакăна çĕкленĕ. Сехре хăпартса пульăсем шăхăрнă, снарядсемпе минăсем хăрушшăн çурăлнă. Тимĕр ванчăкĕсенчен пĕри Ивана йывăр амантнă, вăл контузи илнĕ, çурăлнă снаряд хумĕ айккине ывăтнă, çĕрпе хупласа хунă. Тем вăхăтран И.Николаев тăна кĕнĕ. Вăйне пухса, ыратнипе шăлне çыртса ишĕлчĕк айĕнчен йăраланса тухнă. Таврара шăплăх хуçаланнă. Унта та кунта вуншар салтак вилли выртнă. Хамăрăннисене тупасса шанса Çĕнĕ Юнтапа каччи малалла талпăннă. Çапла вăл чукун çул патне пырса тухнă. Кунта вара ăна разъездра пурăнакансем асăрханă, суранĕсене çуса тасатса шурă пусмапа çыхса янă, лав тупса юн нумай юхнипе халсăрланса çитнĕскере медсанбата ăсатнă.

Воронеж облаçĕнчи Ново-Хаперск хулинчи 2777 номерлĕ çар госпиталĕнче çур çула яхăн выртнă. Сылтăм алли йĕркеллĕ ĕçлеменнине кура медицина комиссийĕ И.Николаева çар службине юрăхсăр тесе йышăннă. Иккĕмĕш ушкăнри инвалидлăха палăртса килне янă.

Çулсем иртнĕçем ветеран юлашки çапăçăвăн вырăнне пĕрмай тенĕ пекех аса илнĕ, кашнинчех хăйне вилĕмрен çăлнă çынсене, ура çине тăма пулăшнă тухтăрсене, медсестрасене ырă тав сăмахĕсемпе аса илнĕ. Çав çынсем кам пулнине ыйтса пĕлме тавçăрса илейменнишĕн пит куляннă. Акă, халĕ хĕрĕ Нина Ивановна ашшĕн йăнăшне тÿрлетсе мĕн те пулин тĕпчесе пĕлес тесе ăшталанать. Тен, хăшĕ те пулин чĕрех, 1943 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕçсене астăвать, е тата тăванĕсем каласа панине манăçа хăварман. Вĕсене вăл ашшĕ ячĕпе çĕре çити пуç тайса тав тунă пулĕччĕ.

Иван Николаевич тăван яла 1943 çулхи çурла уйăхĕнче таврăннă. Темиçе кунтанах вырăнти пуçламăш шкула ачасене çар ĕçне вĕрентме вырнаçнă. Салтака кайма хатĕрленекен çамрăксене пăшалтан пеме хăнăхтарнă. Çĕрлесенче вара тĕлĕкре малти позицие таврăннă, юлташĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Суранĕ хытă ыратнипе ахлата-ахлата вăранса кайнă. Çапăçу тĕлĕкре çеç пулнине туйсан хăйне хăй лăплантарса ыйха путнă.

1945 çулхи нарăс уйăхĕнче Иван Николаевич парти ретне тăнă. Пухусене яланах типтерлĕ упракан салтак тумне, карттусне тăхăнса пынă. Часах ăна Молотов ячĕллĕ коллективлă хуçалăха ертсе пыма шаннă. Çак ĕçре 1948 çулччен вăй хунă. Ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕнче, аслă конюхра, пушарнăйĕнче тăрăшнă. Пенси çулне çитсен те ахаль ларман, хăйне валли йăпатмăш ĕç тупнă.

Иван Николаевичăн мăшăрĕ питĕ ир çĕре кĕнĕ. Виçĕ ача, Праски, Марье тата Наçтуç, амăш ăшшисĕр тăрса юлнă. 1947 çулта И.Николаев Малти Тукай хĕрĕпе Пелагея Яковлевнăпа пĕрлешнĕ. Вăрçă çулĕсенче Пăлаки тантăшĕсемпе пĕрле çар комиссариачĕ хушнипе вăрман каснă çĕрте тар юхтарнă. Тăраниччен апат çимен пулсан та, йывăр ĕçпе начарланнă пулин те никам та нăйкăшман: мĕн хушнă – çавна тунă, вĕсен ĕçĕ Çĕнтерĕве çывăхлатма кирлине питĕ лайăх ăнланнă. Пăлакин пиччĕшĕ Павел Яковлев десантник пулнă, фронтра тан мар çапăçура хыпарсăр çухалнă. Нумай вăхăт унăн шăпи пирки нимĕнле сас-хура та пулман. Чылайран йĕрлевçĕсем вилнĕ салтакăн шăммисене тупнă текен хыпар çитнĕ. Ăна ăçта пытарни хальлĕхе паллă мар-ха.

Николаевсен çемйинче тата ултă ача çуралнă: Петр, Нина, Михаил, Елена, Елизавета тата Владимир. 1962 çулта Пелагея Яковлевнăна Ача амăшĕн иккĕмĕш степеньлĕ медалĕпе наградăланă. Тĕрĕссипе, Николаевсен Иван Николаевичăн малтанхи арăмĕн ачисемпе пĕрле 9 ача шутланнă. Вĕсен 19 мăнук тата 22 кĕçĕн мăнук.

Фронтра паттăрлăхпа хăюлăх, çирĕплĕх кăтартнăшăн Иван Николаевича Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, "Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" тата юбилей медалĕсемпе наградăланă. Наградăсем Пелагея Яковлевнăн та пур.

Кашни çулах Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Тăрăн ялĕнче вăрçăра вилнĕ ентешĕсене асăнса лартнă палăк умне халăх нумай пуçтарăнать. Пĕрре мар Иван Николаевич ял çыннисем умĕнче сăмах каланă, вăрçăн хаяр та çулăмлă кунĕсене, Çĕнтерÿшĕн пуçĕсене хунă юлташĕсене аса илнĕ.

Çулсем иртсе пыраççĕ. Вăрçă ветеранĕ И.Николаев 90 çула кăштах çитеймесĕр пурнăçран уйрăлса кайнă. Фронтовикăн вил тăприйĕ çине вырнаçтарнă палăк çине çапла çырса хунă: "Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçине ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!" Унăн йăхне малалла тăсакансем ăна паянхи çăмăлах мар пурнăçра яланах асра тытĕç.

Ялта Николаевсен аслă хĕрĕ Мария тата ывăлĕ Володя пурăнаççĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика