АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй çĕр ĕçченне чысларĕ

15 июня 2012 г.

Район ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ ĕçпе юрă уявне çĕртмен 9-мĕшĕнче яланхиллех Асхва ялĕ çумĕнчи ирĕк те капăр лапамра паллă турĕç. Кăçал ăна Канаш районне йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă. Шăмат кун ĕç кунĕ пулчĕ пулин те халăх ирех уяв иртекен вырăна туртăнчĕ. Ир кÿлĕм кастарса вĕрекен сулхăн çиле улталаса хĕвел пайăркисем самаях ăшăтатчĕç-ха, анчах кăнтăрла тĕлнелле палăрмаллах сивĕтрĕ, тÿпене вăхăт-вăхăт ăмăр пĕлĕтсем хупăрларĕç, апла пулин те çакă халăха канăва хаваслă ирттерме пĕрре те кансĕрлемерĕ. Районти тĕрлĕ ялтан килнĕ çынсем, çĕр ĕç ăстисем "Салам!", "Уяв ячĕпе!", "Здравствуй!" сăмахсемпе пĕр-пĕрне ăш пиллĕн сывлăх сунчĕç. Акатуй вĕсемшĕн тĕл пулса чун-чĕрене уçса калаçмалли сăлтав пулчĕ. Ку праçник Канаш çĕрĕ çине ялан тенĕ пекех çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче, хĕрÿ тапхăр – çур аки вĕçленсен, çĕр ĕçченĕ валли утçине тухиччен кăштах канса сывлăш çавăрса ямашкăн вăхăт çитсен килет.

Канашсем уяв ирттерме пĕлеççĕ. Акатуй ирттермелли анлă ешĕл лапамра йĕркипе ларса тухнă капăр хутлăхсем, суту-илÿ павильонĕсем тĕрлĕ тĕспе илемлетнĕ ял е хула евĕр курăнаççĕ. Уявра кăтартакан тематика çулсерен анлăланса, интереслĕрех пулса пырать. Кунта çитĕннисем кăна мар, ватти те, вĕтти те хăйсене валли киленĕç тупма пултараççĕ. Ачасем валли тĕлĕнтермĕш ярăнчăксем вырнаçтарнă, аслăрах ÿсĕмрисене авалхи йăла-йĕркене сăнлакан чĕрĕ ÿкерчĕксемпе хавхаланма, çамрăксене концерт курма, ташлама майлă пулчĕ.

Канашсем хăна пăхма та пĕлеççĕ. Ара, кирек мĕнле уяв та хăнасемпе илемлĕ-çке. Канашсене – акатуйăн тĕп хуçисене – саламлама, чыс тума Шупашкартан тата Канаш хулинчен сумлă делегаци килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Генрих Васильевпа Вячеслав Александров, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников, район пуçлăхĕ Иван Иванов Канаш тăрăхĕнчи ĕçченсен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç. Малтанах вĕсем кашни ял тăрăхĕн пултарулăхне, унта пурăнакан халăх мĕнпе кăсăкланнине, мĕн ĕç тума юратнине кăтартса паракан хутлăхсене кĕрсе паллашрĕç, вăл е ку япалана мĕнле ăсталанипе, унăн хуçи кам пулнипе кăсăкланчĕç. Республика пуçлăхĕ кашнин валлиех ăшă сăмах тупма пултарчĕ. Чăвашăн авалхи йăлисене упраса пырса вĕсене ачасене те вĕрентсе хăварма сĕнчĕ.

Ал ĕç ăстисен куравĕпе паллашнă хыççăн хăнасем сцена çине хăпарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов районăн кĕске историйĕпе, социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8077 гектар çинче акса хăварнă, çĕр улмине 610 гектар лартнă. Пахча çимĕç лаптăкĕ 14 гектар йышăнать, кукуруза – 200 гектар. Акара минераллă удобренисемпе анлăн усă курнă, çавăнпах калчасем тикĕссĕн шăтса тухнă. 290 гектар çинчи çĕр улмине кăпкалатнă, 3800 гектар çинчи тыр-пул калчисене им-çамланă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район ĕçченĕсене çур акине ăнăçлă ирттернĕ ятпа тав турĕ. "Акатуй – халăхăн авалхи уявĕ. Ĕçе ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн халăх пĕрле пуçтарăнса савăнать, малашлăх тĕллевсем палăртать. Паян патшалăх паракан пулăшусемпе усă курса республикăри ял çыннисем ыранхи куна пысăк шанăçпа кĕтеççĕ. Çак шанăç ан çухалтăр тесен организацисемпе предприятисен, ял тăрăхĕсен ертÿçисен çанă тавăрса ĕçлемелле, йăнăш тăвасран сыхланмалла", – палăртрĕ Михаил Васильевич. Киров ячĕллĕ хуçалăхăн дояркине Рева Михайловăна, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Петрова, Ф.Г.Григорьев ячĕпе хисепленекен районăн тĕп больницин тĕп врачне Рената Федоровăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕ. Çавăн пекех Раççей тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен наградисене тивĕçнисене те чысларĕç.

Çак кунах Никифоровсен, Александровсен тата Ивановсен çемйисем "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа çурт-йĕр тума социаллă тÿлеве тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăна алла илчĕç. Фермер ĕçне кăçал пуçласа пуçăннă виçĕ çын фермер хуçалăхне аталантарма уйăрнă 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грантлă пулчĕç. Çемье йышне кăçал пысăклатнă Ивановсемпе Дмитриевсем республикăн амăш капиталне (100 пин тенкĕ) илчĕç.

"Канашсем" ентешлĕх пирĕн районта çуралса ÿснĕ, наукăра, литературăра, культурăра, производствăра пысăк çитĕнÿсем тунă çынсемпе паллаштарчĕ. Ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса евĕккĕн калаçмашкăн Анатолий Кибеч поэт тата ученăй, "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Лидия Филиппова, Шупашкар хула пуçлăхĕн тата Ленин администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем Ирина Клементьевăпа Елена Иванова, ентешлĕхĕн хастар членĕсем Юрий Алексеевпа Ирина Диарова, Николай Лукиянов юрист, Инесса Алексеева предприниматель тата ытти хисеплĕ хăнасем килнĕ.

Уяв ĕçре тăрăшуллă çынна мухтать. Акă уяв кĕвви илемлĕн янăраса кайрĕ. Пĕрлештернĕ хор хыççăн уяв концертне районти чи лайăх юрă-ташă ушкăнĕсем малалла тăсрĕç. Концерт программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. Чăваш тата вырăс юррисем пĕр кĕвĕллĕн янăрарĕç уявра. Мĕн чухлĕ савăк кĕвĕ-юрă шăранчĕ çак кану кунĕнче! Çав вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсем хĕрсе пычĕç. Пирĕн район ăста спортсменсемпе паллă. Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтернĕ вăйлă та çаврăнăçуллă йĕкĕтсемпе хĕрсем йышлă пирĕн. Кĕрешÿре кам чи вăйли пулĕ, камăн шăнăрĕ çирĕпрех, кире пуканне кам пуринчен те нумайрах çĕклĕ, турник çинче кам нумайрах туртăнĕ; Кам мĕнпе интересленет, çав спортăн хăй кăмăллакан тĕсне суйласа илчĕ. Волейбол площадкисенче хĕрÿ тупăшу пычĕ. Чи кăсăкли – юлан утçăсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Унта хутшăнма кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчен, çавăн пекех Тутар Республикинчен те ăста спортсменсем килнĕ. Куракансен йышлă ушкăнĕ вĕсен ăсталăхне курса киленчĕ. Шупашкар районĕн Кулибин Вячеслав Прокопьев хăй аллипе ăсталанă машина-тракторсене илсе килнĕ. Вĕсен хушшинче – "Туту-2", "ДТ-20", МТЗ маркăллă тракторсем, ĕлĕкхи çăмăл машина. Техникăпа кăсăкланакансемшĕн самай интереслĕ курав пулчĕ.

Кунĕпех шăранчĕ анлă лапамра хаваслă юрă-çемĕ. Пĕр рете ларса тухнă суту-илÿ лавккисем тавар туянакансене йыхравларĕç, тутлă апат-çимĕç шăрши йĕри-тавра сарăлчĕ. "Тавтапуç, акатуй! Тепре тĕл пуличчен!" – терĕç хăнасем ыр кăмăллă хуçасемпе ăшшăн сыв пуллашнă май. Асра юлчĕ уяв: тăванлăх, юлташлăх, çуралнă ен.

Ирина ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика