15 июня 2012 г.
Сиккассинчи "Хурăн" ача садне çÿрекенсем ялти библиотекăна пуçтарăнчĕç. Вĕсене З.Мукшина тата В.Мурзукова библиотекарьсем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Вулавăшра А.С.Пушкин поэта халалласа кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. В.Мурзукова поэтăн биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
А.Герасимова тата Н.Шпакова воспитательсем хатĕрленипе ачасем А.Пушкин çырнă сăвăсен "Ветер по морю гуляет", "Сказка о царе Салтане...", "Сказка о мертвой царевне и семи богатырях" сыпăкĕсене каласа кăтартрĕç. Уйрăмах Антон Александров, Саша Мурзукова, Данилпа Кирилл Сергеевсем, Аня Абаськина, Максим Архипов, Таня Салахиева, Аня Григорьева аван вуларĕç.
Тĕлпулу "Сказка о рыбаке и рыбке" юмах курнипе вĕçленчĕ.
А.ГЕРАСИМОВА,
воспитатель.