15 июня 2012 г.
Амăш капиталне илнĕ çемьесен пысăк пайĕ çак укçа-тенкĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курать. Паянхи куна республикăра амăш капиталĕн пулăшăвĕпе 13,7 пин çемье çурт-йĕр туянма илнĕ кредита саплаштарнă (Канаш районĕпе хулинче 953 çемье), 917 çемье хăйсен вăйĕпе çурт тунă е реконструкциленĕ çĕре янă (пирĕн районпа хулара 110 çемье), 1415 çемье çав укçапа хваттер туяннă (районта тата Канашра 138 çемье). 99 çемье укçана пая кĕрсе çурт-йĕр тутарма хывнă (районта тата Канашра 14 çемье). 287 çемье çĕнĕ çурт тунă е çурта юсаса çĕнетнĕшĕн компенсаци илнĕ (районпа хулара 36 çемье).
Ачасене вĕрентнĕшĕн, ача садне çÿренĕшĕн, общежитире пурăннăшăн тÿлеме амăш капиталĕпе 254 çемье усă курнă (Канаш тăрăхĕнче 7 çемье).
"Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен" саккун вăя кĕнĕренпе, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, амăш капиталĕ 250 пин тенкĕрен пуçласа 387 тенкĕ таран ÿснĕ.
С.СПИРИДОНОВ,
социаллă тÿлевсен ушкăнĕн ертÿçи.