АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе юнашар спорт та

15 июня 2012 г.

Акатуйра спортăн 15 тĕсĕпе ăмăртусем иртрĕç. Старта чи малтан районти ача сачĕсен аслă ушкăнĕсене çÿрекенсем тухрĕç, 60 метра чупрĕç. Велосипедпа 100 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Иккĕшĕнче те, арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче, Тури Юнтапари садикăн воспитанникĕсем Богдан Яковлевпа Полина Иванова çĕнтерчĕç. Аслă Мами яшĕсем Данил Тихоновпа Стас Никитин турник çинче 20 хут туртăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе Чакаçри Константин Ильин, Ăвăспÿрт Кипечри Алексей Антонов, Канашри Татьяна Михайлова тата Владимир Понихидкин мала тухрĕç. Алă вăйне виçес енĕпе Канашри Игорь Федотовпа Татьяна Михайловăна, Чакаçри Николай Петровпа Кристина Тихоновăна никам та парăнтараймарĕ.

Вăтапуçĕнчи Евгений Соловьев тата Пайкилтри Диана Скворцова шашкăлла ăста выляма пултарнине кăтартса пачĕç. Хăма çинчи цифрăсемлĕ çаврашкана çĕмрен персе чи нумай очко пухаканнисем – Хучелти Даша Александровăпа Шăхасанти Юра Емельянов. Канашри Павловсем тата Кăшнаруйĕнчи Тимофеевсем спорт вĕсен çемйинче тивĕçлĕ вырăнта пулнине ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнса çирĕплетрĕç.

Вĕрен туртассипе малти вырăнсене Ямаш, Асхва, Вăрăмпуç командисем çĕнсе илчĕç. Çăмăл атлетсен эстафетинче 4 арçынпа 4 хĕрарăм 400-шар метра чупрĕç. Финиша чи малтан Вăтапуç ял тăрăхĕн спортсменĕ çитрĕ, ун хыççăн Энтрияль атлечĕ, виççĕмĕшĕнче – Кăшнаруй чупавçи.

Волейбол площадкинче те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Ямаш ял тăрăхĕнчи арçынсен те, хĕрарăмсен те команди ăмăрту протоколĕн çÿлти вырăнне лекрĕç. Иккĕмĕш йĕркере - янкăлчсен икĕ команди те. Виççĕмĕш вырăна сиккассисемпе асхвасем тивĕçрĕç. Мини-футболла выляс енĕпе Сухайкасси спортсменĕсем чи вăйлисем пулчĕç. Аччасемпе карăклăсем те вĕсенчен каях мар, вĕсене иккĕмĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ дипломсемпе наградăларĕç.

Лаша спорчĕн ăмăртăвне 15 урхамах хутшăнчĕ. Финала виçĕ юртă лаша тухрĕ. Вĕсем район администрацийĕн парнишĕн кĕрешрĕç. Çамрăк тихана Сахалин ятлă урхамах çĕнсе илчĕ, юланутçи – Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çынни Альберт Хамбиков. Иккĕмĕш вырăнта – Александр Пыркин, виççĕмĕшĕнче – Николай Пыркин: иккĕшĕ те Шупашкартан.

Ĕç лашисем хушшинче 1600 метрлă дистанцире Сител ялĕнчи Юрий Павловăн "Звездочка" ятлă лаши финиша чи малтан çитрĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесем тата укçан преми парса хавхалантарчĕç.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика