08 июня 2012 г.
"Канаш" хаçат редакцине эпĕ пуçласа 1995 çулта кĕтĕм. Иккĕмĕш курс пĕтернĕччĕ те, производство практикине вырнаçмаллаччĕ. Мана Петр Ефимов редактор кăмăллăн йышăнчĕ. Хамăн пичче - Саша Владимиров çумне çирĕплетрĕ. Тĕрĕссипе, кунта киличчен эпĕ хаçат валли заметка та çырса курманччĕ. Кăмăл пулсан та хамран аслисенчен сăмах тивесрен именнĕ. Кунта, паллах, пĕр-пĕр темăпа материал çырса килме ĕç хушатчĕç. Виталий Ачча яваплă секретарь тăтăшах вырăсларан чăвашла куçарусем тутарттаратчĕ. Тепĕр çулне практикăна килсен отпуска кайнă Нина Семенова куçаруçă вырăнне ĕçлеттернĕччĕ. Тавах Аччана çакăншăн, кайран нумай пулăшрĕ çак хăнăху. Вырăсларан чăвашла куçарусем тума питĕ юрататăп.
Редакци коллективĕ питĕ хаваслăччĕ. Шÿтлеме пуçласан пĕрин те теприн вĕçĕ-хĕрри çукчĕ, кулма тесен пĕр пÿлĕм ахăлтататчĕç. Пуçласа ура ярса пуснăскершĕн çакăнта ĕçлекенсене тахçанах пĕлнĕ пекех туйăннăччĕ. Зоя Игнатьевăпа Мирослава Григорьева корректорсем хаçатра йăнăш ан кайтăр тесе пуçĕсене çĕклесе пăхмасăр полосасене вулатчĕç. Иккĕшĕ те Захаровна вĕсем. Пирвайхи кунранах хăйсене Зоя, Мира тесе чĕнме каларĕç. Хамран нумай аслă çынсене çакăн пек чĕнме аван марччĕ.
2001 çулхи октябрьте Олег Алексеев тĕп редактор мана редакцие чĕнсе илчĕ. Тепĕр çултан "Канаш ен" кăларма пуçларăмăр. Чăваш хаçачĕн йышĕ пĕчĕкчĕ: эпĕ, пиччем, Мира Захаровна, Люда Масленникова машинистка тата Люба Васильева оператор. Эрнере 12 страница чухлĕ калăпăшпа тухакан хаçата мĕн чухлĕ материал кирлĕ! Анчах та ăна интереслĕ тăвас тесен куллен ăçта кăна çитсе мĕнле кăна хыпар пуçтарман-ши; Сайтсем ун чухне вăй илсех каяйманччĕ-ха. Мира Захаровна чылай çырса пулăшрĕ. Интереслĕ, шухăша яракан, куççуль кăларакан материалсем хатĕрлетчĕ. Хаçатра йăнăш кайсан е сас палли сиксе юлсан мĕнле кулянатчĕ тата. Йăнăш вăл ăна е кăна пĕлменнипе мар пулать, куç хăнăхса çитет те йăнăша асăрхамасан та пултарать. Ыйтатчĕ, кăна ун пек тусан аванрах мар-и тесе сĕнетчĕ. Ĕçе тĕплĕ тăватчĕ Мира Захаровна. Мĕншĕн иртнĕ вăхăтра çыратăп-ха; Вăл халĕ тивĕçлĕ канура, 2008 çулта ĕçлеме пăрахрĕ.
Мирослава Григорьева Анаткас Кипеч ялĕнче 1952 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. (Çапла, вăл паян 60 çулхи çавра юбилее паллă тăвать!). 1959 çулта Анаткас Кипечри пуçламăш шкул алăкне пĕрремĕш хут уçса кĕнĕ, 1967 çулта Вăтакас Кипечри сакăр класлă шкулта вĕренсе пĕтернĕ. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă пулин те, ăна пурнăçлама пÿрмен Мирăна. Вăл вара ĕçе вырнаçма шутланă: тăван ялĕнчи клуб ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма тытăннă. Районти культура пайĕн ертÿçисем Мира Григорьевăн хастарлăхне асăрханă, тепĕр икĕ çултан ăна районти культура çурчĕ çумĕнчи "Ылтăн пучах" агитбригадăна ертсе пыма шаннă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ вырăнти артистсем районти миçе яла çитсе халăха концертпа савăнтарман-ши; Пĕр кунта миçе концерт лартман-ши тата; Çав вăхăтсене Мира Захаровна хавхаланса аса илсе каласа паратчĕ.
Мирăпа пĕр вăхăтрах культура çуртĕнче ятуллă та харсăр каччă Иван Григорьев ĕçленĕ. Вăл юрлама та, ташлама та ăста пулнă. Сцена çине те вĕсем иккĕшĕ пĕрре мар тухнă. Çамрăксем хушшинче майĕпен-майĕпен юрату хĕлхемĕ хĕмленме пуçланă та пĕр ырă кун чĕресене çунтармалла ялкăшма пуçланă. Кăшт вăхăт иртсен хĕрпе каччă пĕр хушаматлă арăмпа упăшка пулса тăнă.
Çемьене "çĕнĕ кайăк" килсен Мира Григорьеван ĕç вырăнне улăштарма тивнĕ. 1974 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче вăл хулапа районăн пĕрлештернĕ "Коммунизмшăн" (халĕ "Канаш") хаçат редакцине корректора ĕçе вырнаçнă. Унтанпа мĕн чухлĕ шыв-шур юхса иртмен-тĕр: корреспондентсем, тĕп редакторсем, хаçатăн ячĕ, статусĕ улшăннă. Мира Захаровна хăйпе ĕçленĕ редакторсене час-час аса илетчĕ.
34 çул пĕр улшăнми чунне парса ĕçлерĕ М.Григорьева хаçат редакцийĕнче. Кашни сас палли, чарăну палли вырăнне пĕрре пăхса куратчĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе, ытти наградăпа хакланă.
Мăшăрĕпе Иван Григорьевичпа икĕ хĕр – Эльвирăпа Светлана – çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсене аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Эльвира Мускаври коопераци институтне вĕренсе пĕтернĕ (халĕ кунтах юрфакра заочно пĕлÿ илет), Çĕнĕ Шупашкарти налук инспекцийĕнче правосен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлет. Светлана И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, финанс сферинче тăрăшать.
Мира Захаровна паян та хĕр чухнехиллех илемлĕ. Çак илеме тытса пыма ăна ачисен çитĕнĕвĕсем, çумри шанчăклă мăшăрĕ, юратнă мăнукĕ Лилия пулăшса пыраççĕ-тĕр. Унсăр пуçне Григорьевсем иккĕшĕ те хулари культура çурчĕ çумĕнчи "Россияночка" ансамбле юрлама, ташлама çÿреме вăхăт тупаççĕ. Çакăн усси пурри куç кĕрет. Юрă-ташă кăмăла çĕклет, йывăр шухăшсенчен хăтарать.
Эпир, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, Мира Захаровнăна юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатпăр.
Ирина ВЛАДИМИРОВА.