08 июня 2012 г.
Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалланă "Истори ачасен куçĕпе" ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ йĕркеленĕ.
Тÿресем 30 ĕçе пăхса тухнă. Ачасем гуашпа, акварельпе усă курнă, графика та пур. Çамрăк художниксем тĕнчене çутă та йăлтăркка сăрăсенче кураççĕ. Истори вĕсемшĕн – космос та, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă аслашшĕ-кукашшĕ те, нумай пулмасть туса пĕтернĕ чиркÿ те, тата ытти интереслĕ сюжетсем. Уçырма шкулĕнче вĕренекен А.Матвеевăн, И.Красновăн, О.Мартынован, А.Терентьеван тата ыттисен ĕçĕсем илемĕпе илĕртеççĕ.
Шăхасанти ÿнер шку-лĕн илемлĕх уйрăмне конкурса хутшăннăшăн Тав çырăвĕ панă, чи лайăх ĕçсене район администрацийĕн фойинче йĕркеленĕ курава тăратнă.
И.МОРОЗОВА,
пайăн тĕп специалисчĕ.