АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калчасен пахалăхне тĕрĕслерĕç

08 июня 2012 г.

Виçĕм кун ирех районти хуçалăхсенчи уйсен тĕрĕслевĕ пуçланчĕ. Çула тухас умĕн ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе кĕске канашлу ирттерчĕç. Унта çур акипе çыхăннă кăткăс ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ешĕл тумпа витĕннĕ пусăсен пахалăхне тĕрĕсленĕ чухне мĕн çине ытларах пăхмалли çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, "Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн районпа ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов тухса каларĕç.

Çакăн хыççăн тĕрĕслевçĕсен икĕ ушкăнĕ хирсене тухса кайрĕ. Пĕрремĕш ушкăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, теприне унăн çумĕ А.Егоров ертсе пычĕç.

Кун каç еннелле сулăнсан тырă уйĕсен тĕрĕслевне пĕтĕмлетрĕç. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн анисенчи тырă калчисем парка та çăра, тикĕс шăтса тухнă, çĕр ĕç культурине пăхăнни куç кĕрет, çум курăксем çук. Комисси çак хуçалăха пĕрремĕш вырăн пачĕ. Иккĕмĕш вырăна "Канаш" тата "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем йышăнчĕç, виççĕмĕш кăтарту – "Нектар" тата "Хучель" пĕрлĕхсен.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика