АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк пограничниксем Вăрнарта пулчĕç

06 июня 2012 г.

Майăн 27-мĕшĕнче Канаш хулинчи 10-мĕш шкулта вĕренекенсен ушкăнĕ Вăрнарта пограничниксемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăннă. Мероприятие хутшăнакансене район ертÿçисем, Чăваш Ен çар комиссариачĕн Вăрнарпа Йĕпреç районĕсемпе ĕçлекен пай сотрудникĕсем, Чăваш Республикинчи воин-пограничниксен обществăлла организацийĕн председателĕ Д.Любимов, саппасри пограничниксен Вăрнарти совечĕн председателĕ В.Михайлов саламланă.

Нурăс (Калинино) вăтам шкулĕнчи çамрăк пограничниксен отрячĕ музыка саламĕ хатĕрленĕ. Вĕсем Дагестан çĕрĕнче пуçне хунă Руслан Желудкин ФСБ подполковникĕн амăшĕнчен отряда паттăр ентеш ятне пама ирĕк ыйтнă. Александра Константиновна ачасене пограничниксен ялавне панă, ывăлĕн ятне, унăн çарти паттăрла ĕçĕсене асра тытнăшăн куççуль витĕр тав тунă, вĕренÿре, спортра ăнăçусем суннă.

И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика