АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак пулма е штраф тÿлеме лайăхрах

06 июня 2012 г.

Салтак пулма е штраф тÿлеме лайăхрах

Уголовлă ĕç материалĕсенчен çакă паллă: медкомисси çара юрăхлă тесе пĕтĕмлетÿ панă çамрăк 2009 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа 2011 çулхи декабрь уйăхĕччен çара каяссинчен тарса çÿренĕ. Çар комиссариатне пыма чĕнсе темиçе хутчен те повестка панă пулин те унта кайман. Черетлĕ повесткăна илнĕ чухне вăл алă пусмалли вырăна усал сăмах çырса хунă. Кунсăр пуçне тăватă хутчен повестка илессинчен пăрăнса çÿренĕ.

Канаш район сучĕ Шăхасанта пурăнакан 20 çулти качча айăплă тесе йышăннă, ăна 40 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

Суд приговорĕ саккунлă вăя кĕмен.

А.ЖУРИН,

следстви пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика