06 июня 2012 г.
Уçырма ялĕнче пурăнакан 17 çулти çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна ют çын килне кĕрсе вăрланăшăн айăпланă пулнă.
Следстви палăртнă тăрăх, 2012 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче çĕрле Уçырмара И. хăйсен ялĕнчи пĕр хуçалăхра пăта кăлармалли хатĕрпе сарай хăмине хăйпăтса кĕнĕ. Сарайĕнчен пÿрте кĕмелли алăк пулнă. Хайхискер алăк çăрине ватнă та çурта кĕрсе тĕпсакайĕнчен 50 килограмм пахча çимĕç – кăшман, кишĕр тата çĕр улми, çавăн пекех виçĕ литрлă икĕ кĕленчепе тăварланă хăяр вăрласа тухнă. Çак пурлăха килне илсе кайнă та никама каламасăр сакайне лартса хунă.
Малтанласа преступление çул çитмен çамрăкăн 14 тата 15 çулти шăллĕсем тунă пулĕ тесе шутланă, анчах та вăхăт иртнĕçемĕн айăпли кам пулни çиеле тухнă. Кĕçĕннисем пиччĕшĕн айăпне хăйсем çине илме хăтланнă. Вăрă вара хăйĕн преступлениллĕ ĕçне акă мĕнлерех сăлтавланă: вăл хăйне вăрă ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхасшăн пулнă – вăрлама хăрамасть-и;
Тĕпчев тепĕр преступление те тупса палăртнă: 2011 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче И. шкулти гардеробран пĕр ачан курткине вăрласа ăна ял тăрăхĕн администрацийĕнчи иккĕмĕш хута хăпармалли пусма айне кайса пытарнă. Япалана тепĕр икĕ кунтан шыраса тупнă.
Э.ИВАНОВ,
аслă следователь.