06 июня 2012 г.
2011 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче ирхине Çĕнĕ Ачча çывăхĕнчи çул хĕрринче 37 çулти çын виллине тупнă. Вăл çак ялтан пулни, ăна мăшкăлласа вĕлерни паллă, пуçне хытă амантнă. Ку фактпа çийĕнчех уголовлă ĕç пуçарнă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ вăхăтра преступниксем вырăнти çынсем – 50 тата 70 çулти арçынсем пулни палăрнă.
Уголовлă ĕçĕн материалĕсем тăрăх çакă паллă, ноябрĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Ачча ялĕнчи пĕр хуçалăхра йÿççине самаях тутаннă хыççăн инкек тÿсекенпе 50 çулти арçын хушшинче харкашу тухнă, унтан çапăçăва куçнă. Çак вăхăтра хирĕçекенсен хушшине çитмĕле çитнĕ кил хуçи кĕнĕ. Вăл лум илнĕ те унпа тĕркешекенсенчен пĕрне темиçе хутчен ураран çапнă, лешĕ чăтаймасăр юр çине ÿкнĕ. Çакăн хыççăн аллăри арçын лума туртса илнĕ те юр çинче выртакана ислетме тытăннă. Йывăр сурансене пула лешĕ вырăнтах вилсе кайнă. Каç сĕмлĕхĕпе усă курса преступниксем хура ĕçе хăйсенчен сирес тĕллевпе вилнĕ çыннăн ÿтне ял çумĕнчи çул хĕррине сĕтĕрсе кайса пăрахнă. Автомашина çапса хăварнипе вилнĕ пек пултăр тенĕ.
Канаш район сучĕ çамрăкраххине РФ Уголовлă кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (çын вĕлерни) айăпласа 10 çуллăха çирĕп режимлă колоние яма йышăннă. 70 çулти преступника 45 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.
Суд приговорĕ саккунлă вăя кĕмен.
Е.ИЛЬИН,
аслă следователь.