АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулăва Аслă Çĕнтерĕве халаллатпăр

06 июня 2012 г.

Канашри педагогика училищинче (1937 тата 1997 çулсенче педколледж çавăн пек ятлă пулнă) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче ĕçленисене тата вĕреннисене асăнса çулсерен тĕл пулусем ирттереççĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех фронта вуншар преподаватель, çĕршер выпускник (нумайăшĕ хăйсен ирĕкĕпе) тухса кайнă. Шел, чылайăшне Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илме пÿрмен.

1994 çултанпа педагогика колледжĕнче вĕренÿ заведенийĕн музейĕ ĕçлет. Вăл – пулас вĕрентекенсене патриотла воспитани памалли центр. Унта хăрушă вăрçа аса илтерекен экспонатсем упранаççĕ: сăн ÿкерчĕксен пуххисем, фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусем, çав вăхăтри хаçатсенчен касса илнĕ материалсем тата ытти нумай япала. Колледж чăннипех те педагогика кадрĕсем хатĕрлекен "тимĕрçĕ лаççисенчен" чи ваттисенчен пĕри шутланать, вăл хăй 100 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленет.

1991 çултанпа вăрçă вăхăтĕнче вĕренсе тухнисен тĕл пулăвĕсене ирттересси ырă йăлара. Кăçал та 1941-1947 çулсенче вĕреннисем пухăнĕç.

Аслă Çĕнтерÿ 67 çул тултарнă тĕле педколледжри "Никама та манман, нимĕн те манăçман" стенда çĕнетнĕ. Вăрçа хутшăннисен списокне çĕнĕ ятсем кĕртнĕ. Кăçалхи тĕл пулăва июнĕн 13-мĕшĕнче, юн кун, ирттерме палăртнă. Чĕннĕ хăнасем вĕренÿ ушкăнĕсенче, аудиторисенче пулĕç, педучилищĕн историйĕн музейĕпе паллашĕç, концерт пăхĕç, сĕтел хушшине ларса тутлă чей ĕçĕç, студент çулĕсене, Çĕнтерĕве мĕнле кĕтсе илнине тата ытти пулăмсене аса илĕç.

Хаклă тусăмăрсем! Сире тăван училищĕне 2012 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре кĕтетпĕр.

Педучилищĕрен 943 çулта вĕренсе тухнă

Михаил Яковлев.

Канаш хули.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика