06 июня 2012 г.
Семинар усăллă иртрĕ
Нумаях пулмасть Карăклă шкулĕ ирех хăнасене кĕтсе илме хатĕр пулчĕ. Районта ĕçлекен хими тата биологи учителĕсем Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ "Тĕпчев ĕçĕсене çут çанталăкра, уçă вырăнта йĕркелесси" темăпа ирттерекен семинар-практикума килме хапăлласах килĕшрĕç.
Семинара пуçтарăннă хăнасене шкул директорĕ Римма Геннадьевна Шемякова ăшшăн кĕтсе илчĕ, шкул пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Районти хими, биологи учителĕсен методика ертÿçи Валерий Геннадьевич Тимофеев Шупашкартан килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ, вĕсене сăмах пачĕ.
Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн сотрудникĕсем: биологи наукисен кандидачĕ Леонид Валентинович Егоров доцентпа Марина Валерьяновна Николаева методист Карăклă шкулне ахальтен суйласа илмен иккен. Çак шкултан вĕренсе тухнă Валерий Тимофеев, Александр Кудряшов, Ирина Максимова, Алевтина Германова нумай çул хушши районти шкулсенче ачасене биологи тата хими предмечĕсене вĕрентеççĕ.
Семинар теори пайĕнчен пуçланчĕ. Карăклă шкулĕнче биологи предметне ертсе пыракан Г.Иванова вĕрентÿ ĕçĕнче ачасене эскурсие илсе çÿрени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каларĕ. А.Кудряшова "Шыври чĕр чунсен пурнăçне тĕпчессине мĕнле йĕркелемелле" презентацийĕпе хăвăртрах вырăна çитсе паллашма хавхалантарчĕ. А.Кудряшов практикăра кирлĕ хатĕрсене хатĕрлесе хунă ĕнтĕ, Çăлпуç тăрăхĕнчи хăш вырăнсене çитмеллине ăнлантарчĕ.
Ирех хăй сăнне кăтартнă хăюсăр хĕвел çанталăк ăшă пуласса систерчĕ. Кун пек чухне хаклă вăхăта сая яма юрамасть.
"Мĕн илтни – манăçать, курни – асра юлать, хамăр туни – ăнра юлать" девизпа çула тухрĕ 25 вĕрентекен.
Шыв тăракан виçĕ тĕрлĕ вырăнта чĕр чунсен пурнăçне тĕпчерĕç биологсем: çăл куçсем тапса тăракан вырăнта, Уçырма юхан шывĕнче тата çурхи шыв пуçтарăннă лупашкара. Пĕчĕк атмасемпе чĕр чун тĕнчин канăçлăхне пĕр вăхăт пăтратрĕç. Ăскăчра сăнаса пĕлмешкĕн кăсăк хурт-кăпшанкă кĕшĕлтетет, йăшăлтатать çеç: çăмламассисем, мăйракаллисем, хÿреллисем. Натуралистăн йĕрĕнме юрамасть. Лăймака хуртсене пуçтарса савăтсене ячĕç – шкулти лабораторире тĕпчев тума кирлĕ иккен шыври чĕр чунсем. Мĕн чухлĕ чĕр чун пурнăçне курмасăр пурăнатпăр иккен эпир!
Семинара пĕтĕмлетсе Леонид Валентинович Егоров доцентпа Марина Валерьяновна Николаева методист çут çанталăкра, уçă вырăнта ирттернĕ уроксем пахарах пулнине палăртрĕç, килес çул çакнашкал семинара районти тепĕр шкулта урăх темăпа ирттересси çинчен пĕлтерчĕç.
А.КУДРЯШОВА.
Карăклă шкулĕ.