АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САККУН САККИ ШĂРПĂКЛĂ

06 июня 2012 г.

Машина ларкăчĕ çинчен – суд тенкелĕ çине

Обуховпа Афанасьев (хушамачĕсене улăштарнă) – питĕ çывăх туссем, вĕсене пĕр-пĕринчен шыв сапса та уйăраймăн. Хĕллехи пĕр каç çакскерсем транспорта вăхăтлăха лартмалли вырăнта машина тăнине асăрханă. Чылайччен пăхса тăнă вĕсем ун çине. Пуçĕсене чăрсăр шухăш пырса кĕрсен йĕрекен ачана канхвет панă пек хĕпĕртесе ÿкнĕ. Обухов кирпĕч катăкĕпе сулахай енчи хыçалти алăкăн кантăкне çапса ватса салона кĕнĕ. Афанасьев тавралăха сăнанă, çын мĕн курăнас пулсан çийĕнчех систерме хатĕр пулнă.

Кăштахран Афанасьев та салона юлташĕпе юнашар вырнаçнă. Тимĕр хыпкăчпа машина чĕртмелли электропроводасене касса татнă. Унтан вĕçĕсене пĕрлештерсе кĕске замыкани тунă та мотора ĕçлеттерсе янă. Часах преступлени тунă вырăнтан çухалнă.

Анчах та вĕсен машинăн çемçе ларкăчĕ çинчен судăн хытă тенкелĕ çине куçса ларма тивнĕ. Суд Обухова тăватă çула пĕтĕмĕшле режимлă, Афанасьева 4 çулта 6 уйăха çирĕп режимлă колонисене яма йышăну кăларнă.

Виççĕн пĕччене хĕненĕ

Тарасов урамра Ереминпа Прокопьева (виççĕшĕнне те хушамачĕсене улăштарнă) тĕл пулнă. Ÿсĕрскерсем Рыбаковăн (хушамачĕ хăйĕн мар) телевизорне вăрлама тĕв тунă. Часах мĕн шутланине пурнăçлама тытăннă.

Рыбаков патне кĕрсенех Еремин чăркăшма тытăннă. Пĕччен эрех кÿпсе ларан тесе кил хуçине питĕнчен темиçе хутчен янклаттарнă. Тарасовпа Прокопьев та ĕçе "пикеннĕ". Пĕри урипе сулахай аякĕнчен тапнă, тепри чышкипе пичĕпе кăкăрĕнчен çапнă. Юлашкинчен виççĕшĕ те кÿпкеме тытăннă. Рыбаковăн пуç мими кисреннĕ, тути-çăварĕ шыçăннă. Юлашкинчен Тарасов урайĕнче выртаканăн çурăмĕ çине хăпарса темиçе хутчен сикнĕ. Çапла майпа Рыбаковăн кăкăр кăшкарне хытах сиенленĕ, темиçе аяк пĕрчине хуçнă. Еремин сĕтел çинче ларакан телевизора хул хушшине хĕстерсе ĕçкĕçсене хăй хыççăн ертсе кайнă.

Прокопьев вилнĕ пирки ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç уçман. Тарасова 8, Еремина 7 çула хупнă. Унсăр пуçне страховани компанийĕ Рыбакова сиплесе тăкакланă 7556 тенкĕ те 23 пуса вĕсенчен шыраса илмелле тунă.

Пин-код номерне ас туса юлнă та...

Зиновьева (хушаматне улăштарнă) сутуçă пулса ĕçлекен лавккаранах салона кĕмелли алăк пулнă. Пĕр кунхине вăл çак салонри сĕтел çинче Давыдован (хушаматне урăхлатнă) кредит картти тата унăн пин-код номерне пĕлтерекен документ выртнине асăрханă. Унăн пуçне çийĕнчех усал шухăш пырса кĕнĕ. Вăл пин-код номерне ас туса юлнă. Темиçе кунтан Давыдован ĕç пÿлĕмне йăпшăнса кĕнĕ те унăн сумкинчен кредит карттине кăларса илнĕ. Икĕ хутчен карттăпа усă курса Давыдова счечĕ çинчен 5-шер пин илнĕ.

Зиновьева хăйне хирĕç тăратнă айăпа пĕтĕмпех йышăннă. Тунă йăнăшшăн питĕ ÿкĕннине пĕлтернĕ. Ĕçре ун пирки лайăххине çеç каланă. Суд Зиновьевăна 6 пин тенкĕ штраф панă. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

Ют çын паспорчĕпе

Парамонова (хушаматне урăхлатнă) темле майпа Ястребовăн (хушамачĕ хăйĕн мар) паспорчĕ лекнĕ. Каялла тавăрса пама шутламан та вăл ăна. Усал ĕç тума усă курас тенĕ. Иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕн пĕр кунĕнче çакскер банка пынă. Çамрăк менеджера Ястребовăн паспортне кăтартса 30 пин тенкĕ кредит илме кăмăл тунине пĕлтернĕ. Менеджер ултава тавçăрса илеймен. Парамонов документ çине Ястребов пекех алă пуснă. Часах ун аллине кирлĕ суммăна илмелли карттă пырса кĕнĕ.Çав кунах вăл Шупашкара кайнă. Унти пĕр банкоматран 30 пин тенкĕ илнĕ.

Суд Парамоновран 30 пин тенкĕ штраф шыраса илме йышăну кăларнă.

Хăйне сиен кÿнĕ

Йывăр чирпе нушаланакан Егоровăна Малахова (хушамачĕсене улăштарнă) пăхса тăнă. Лешĕ вилсе кайсан хăватлă 10 ампула саккуна хирĕçле хăйĕн туса хунă. Масса 21 грамм тайнă. Çак эмел врач хушмасăр е ытлашши ĕçсен сывлăха пысăк сиен кÿме пултарнă.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Малахова хăватлă медицина препаратне сутма шутланă. Çакăн çинчен вăл хулапа районта саланакан хаçатра пĕлтерÿ панă. Унта кĕсье телефонĕн номерне те кăтартнă. Çапла майпа вăл маларах телефонпа калаçса татăлса автобуссем чарăнакан вырăнта 5 ампулине ярăнтарма май килтернĕ.

Суд приговорĕпе Малаховăна 5 пин тенкĕ штраф панă. Кунта вăл унччен судпа айăпланманнине, пĕр çуртра пурăнакансем ăна усалпа асăнманнине шута илнĕ.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика