АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява ачасен кулли илемлетрĕ

06 июня 2012 г.

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче çанталăкĕ сулхăн та ăмăр пулчĕ, хушăран-хушă çÿçентерекен сивĕ çил хумĕ пырса çапрĕ. Çÿл тÿпери хура пĕлĕтсем пĕр çĕре пухăнса, каварлашса çумăр çутарса ярассăнах туйăнчĕç. Кун пек чухне кÿршĕри Наçтаç кинемей: "Çанталăкĕ паян кĕç-вĕç йĕрсе ярасла", – теме юрататчĕ.

Район администрацийĕн социаллă пайĕн культура секторĕн водителĕ Николай Иванов иртнĕ ĕмĕрти васкавлă медицина пулăшăвĕн машини евĕрлĕ УАЗне Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексне хирĕç çул урлă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк çумĕнчи тÿрем тĕлне лартсан пусăрăнчăк кăмăл таçта кайса кĕчĕ. Мĕншĕнне сире те пĕлтерем-ха. Ешĕл улăхри чечексене аса илтерекен ачасен чĕвĕлти сасси, вĕсем валли ятарласа тунă тĕрлĕ аттракцион самантрах кăмăла çĕклесе ячĕç. Хаваслă кулăпа çиçекен сăнĕсем хĕвел шевлиллĕн йăлтăртатрĕç, хаваслă шавĕ чуна ăшăтрĕ.

Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалланă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов уçрĕ. Ачасен ячĕпе ăшă та ытарлă сăмахсем каланă хыççăн Владислав Васильевич тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Михайлова ача амăшĕсен ушкăнне амăшĕн республикăри капиталне илмелли сертификат парасси çинчен евитлерĕç. Сцена çине пĕрин хыççăн тепри нумай ачаллă çемьесем тухрĕç. Сителти Людмила Яковлева, Уçырмари Оксана Андреева, Кушăкри Ольга Васильева, Вăтакас Татмăшри Галина Григорьева, Мăкăрти Наталия Антонова, Кайăкьялти Елена Абрамова, Атнашри Светлана Тармоярова, Микушкари Наталия Федорова, Матьшÿри Анна Степанова, Тăрăнти Елена Семеновăпа Светлана Андреева тата Кайри Ăнтавăшри Елена Петрова районта пуçласа республикăн амăшĕн капиталĕн сертификатне илчĕç.

Авалхи Руçри куçса çÿрекен актерсен, чăвашра вĕсене мыскараçăсем теççĕ, тумĕсене тăхăннă икĕ Наташа, Ивановăпа Антонова, камитле хăтланса, путишленсе ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне хаваслă кулă парнелерĕç. Сценарие те хăйсемех хатĕрленĕ. Хаваслă конкурссенче, спорт вăййисенче ачасем тавçăрулăх кăтартрĕç, пĕр-пĕрне пулăшса тăчĕç. Тупăшусенче выляса яракан пулмарĕ. Кашнинчех туслăх çĕнтерчĕ. Капăр тумланнă, асамлă юмахсенчи сăнарсен тумĕсене тăхăннă ачасем уяв программине ертсе пыракансем панă тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕрлехи вăйпа шырарĕç, пăтăрмахлă ыйтусене хуравларĕç. Çамрăк художниксем тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа асфальт çинче ÿкерчĕксем турĕç. Чи ăста ÿкерекенсене парнесем парса хавхалантарчĕç.

Районти шкулсенчи, ача сачĕсенчи çамрăк талантсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Вĕсемпе пĕрле концерт пăхакан тантăшĕсем те юрларĕç, ташларĕç.

Ачасен уçă кулли уяв лайăх иртнине пĕлтерчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика