АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки вĕçленчĕ, малта – утçи

06 июня 2012 г.

Район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен çĕртме уйăхĕнчи анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ. Кун йĕркинче çичĕ ыйту пулчĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров сăмах илчĕ. Вăл районти çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7952 гектар акса хăвармаллаччĕ. Çак ĕçе 10146 гектар çинче пурнăçланă. Тулă 3811, урпа 4500, сĕлĕ 1265, пăрçапа вика 570 гектар йышăнаççĕ. "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсенче, "Победит", "Нектар", "Агат", "Хучель", "Исток", "АСК-Канаш", "Канмаш" агрофирма" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, В.Никонов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çур аки кал-кал пулса пынă. Вĕсенче акмалли плана самаях ирттерсе тултарнă. Палăртнине пурнăçламаннисем те пур-ха. Вĕсем – "Ямашевская" агрофирма", "Янишево" (иккĕшĕ те 75 процент), "Воланд (пурĕ те 24 процент кăна), "Мотор" агрофирма" (62 процент) пĕрлĕхсем, "Родина" ЯХПК (84 процент).

Çĕр улми районĕпе 573 гектар лартнă, ку– планпа пăхнин 87 проценчĕ. Çакăн сăлтавĕ, тĕпрен илсен, иртнĕ кĕркунне туса илнĕ тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртме ал вăйĕ çитменни тата продукцие вырнаçтарма кансĕр пулни. "Иккĕмĕш çăкăр" туса илес енĕпе кăçал 9 ял хуçалăх предприятийĕпе 7 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Пахча çимĕç лаптăкĕсем 14 гектар. Кукуруза 170, пĕр çул ÿсекен курăксем 1168, нумай çул ÿсекеннисем 175, горчица 140 гектар çинче çитĕнĕç.

Ака ĕçĕсемпе пĕрлех кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарас ĕçе пурнăçланă. Пĕтĕмпе удобрени 1125 тонна туяннă. "Урюм", "Родина", "Мотор" кооперативсенче, "Исток", "Родник", "Пинер" пĕрлĕхсенче çак ĕç çине çаврăнса та пăхман. Калчасене апатлантарма удобрени 1125 тонна туяннă. Пĕтĕмпе 2536 тонна вăрлăх акнă, вĕсенчен элитли 250, репродукцилли 1014 тонна. Кондицие лартни 90 процент.

Пысăк тухăç туса илессинче ял хуçалăх культурисене тыр-пула сăтăр тăвакансенчен, чирсенчен хÿтĕлесси тивĕçлĕ вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Кĕрхи тата çурхи культурăсен анисен 1084 гектарне гербицид сапнă. Ку енĕпе "Путь Ленина", "Цивиль", Киров ячĕллĕ, "АСК–Канаш", "Агат" предприятисем лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Çумăрсене пула 15 хуçалăх пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе тума ĕлкĕреймен.

Паянхи кун тĕлне пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту çивĕч тăрать. Кăçал 1800 гектара çĕртме тата утă уйăхĕсенче "ĕçлеттерсе" яма палăртнă. Утçине те пуçăнма вăхăт çитрĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма кашни условнăй пуç валли 32 апат единици кирлĕ. Çакна пурнăçа кĕртме 3175 тонна утă, 18380 тонна сенаж, 4000 тонна силос, 2500 тонна улăм, концентрациллĕ апат 5358 тонна хатĕрлемелле. Малти вырăна пахалăха хумалла. Ĕçре ăнăçу пултăр тесен кĕске вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна юсавлисен ретне тăратмалла. Технологи сăнчăрĕн сыпăкĕсем çирĕп пулччăр, кал-кал ĕçлеччĕр.

Федерацин "2011-2015 çулсем валли пурăнмалли çуртсем" тĕллевлĕ программа еплерех пурнăçланса пыни çинчен район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева каласа пачĕ. Вăл çакăн пек кăтартусем çинче чарăнса тăчĕ: пурнăç условийĕсене лайăхлатма пĕтĕмпе 237 çын черете тăнă, 18-ăн учетран тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата салтак арăмĕсене, пĕтĕмпе 193 çын, хваттер е çурт туянма укçа уйăрнине пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕсем панă. 21 хваттер туяннă, 19 уйрăм çурт тунă, пая кĕрсе – 28.

Хваттер илмелли черетре Чернобыльти инкеке пĕтернĕ çĕре хутшăннисем иккĕн, федерацин тĕллевлĕ программипе 111 çамрăк çемье, нумай ачаллă çемьесем 13-ĕн, виççĕшĕ кăçал пурнăç условийĕсене лайăхлатĕ, тăлăх ачасем 18-ăн, пĕрне хваттер панă, тăваттăшĕ кĕтет.

Çитес шăмат кун ĕçпе юрă тата спорт уявĕ. Акатуя хатĕрленес ĕçсем мĕнле пынипе район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева тата вĕренÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова паллаштарчĕç.

"Стройэнергомонтаж" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ А.Никонов "Электроэнергие перекетлесси, энерги эффективлăхне пысăклатасси тата Раççей Федерацийĕн саккунсем хатĕрлессин хăш-пĕр акчĕсене улшăнусем кĕртесси" федераллă саккуна пурнăçа кĕртесси мĕнле пыни çинчен тухса калаçрĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене килĕшÿ паспорчĕсене раштав уйăхĕччен хатĕрлемелли çинчен аса илтерчĕ. Вăхăтра тăваймасан 250 пин тенкĕ штраф кĕтни çинчен пĕлтерчĕ. Хальлĕхе паспортлă пулма Çĕнĕ Чалкасси, Ямаш, Ăвăспÿрт Кипеч, Карăклă, Шелттем ял тăрăхĕсем кăна кирлĕ документсене "Стройэнергомонтаж" пĕрлĕхе тăратнă.

Канашлура хулапа районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ М.Кошкин, халăха ĕçе вырнаçтаракан центр директорĕ Б.Семенов, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров тухса калаçрĕç. Сăмах кунта выльăх масарĕсене саккунлă йĕркепе ял тăрăхĕсен пурлăхĕ туса хурасси, çул çитмен çамрăксене çуллахи каникулта вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси, кану, уяв кунĕсенче ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çурчĕсенче дежурство йĕркелесси, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе, специалисчĕсемпе кирек хăш вăхăтра та телефонпа çыхăнма условисем туса хурасси çинчен пычĕ.

Асхва, Атнаш, Ачча, Пайкилт ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем С.Иванов, П.Тимофеев, А.Аввакумов, А.Григорьев ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе ирттернĕ ик уйăхлăхра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика