АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманти пушар хăрушă

01 июня 2012 г.

Çу кунĕсем çывхарнă май çынсем кану вăхăтне çут çанталăкра ытларах ирттерме тăрăшаççĕ. Походсене тухаççĕ, пулăра лараççĕ, вăрманта çырла-кăмпа пуçтараççĕ... Чăнахах та, çакăн евĕр кануран ырри урăх мĕн пулма пултартăр; Юлташсемпе пуçтарăнса кăвайт умĕнче ларни те пысăк савăнăç кÿрет-ха, анчах та вăрманти вунă пушартан саккăрăшĕ çынсен айăпне пула тухнине нихăçан та манса каймалла мар. Инкекре гектарĕ-гектарĕпе йывăç-хунав пĕтет, чĕр чунпа кайăк-кĕшĕк вилет, çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çавăнпа та çут çанталăка тухсан пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен яланах асра тытмалла, асăрхануллă пулни нихăçан та ытлашши пулмĕ.

Вăрмана е похода кайма тухрăр пулсан хăвăрпа пĕрле пуртă, кĕреçе, витре тата пысăк хутаç илĕр. Кану вăхăтĕнче сĕрĕм шăрши туйрăр пулсан çывăхарах пырса мĕн çунма пултарнине тĕпчесе пĕлĕр, çил ăçталла вĕрнине сăнăр. Вут-кăвар еплерех хăвăртлăхпа сарăлса пынине, хăвăр тĕллĕн унпа кĕрешме пултарнине палăртăр. Инкеке хăвăр вăйпа "çĕнме" май килмесен пĕр тăхтаса тăмасăрах пулăшу чĕнме васкăр, пушар хуралне шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Вут-кăвар тин çеç алхасма тытăннă пулсан çулăм çине çывăхри кÿлĕрен шыв йăтса килсе сапăр, тăпрапа хупăрлăр. Йывăç тураттисемпе, йĕпетнĕ тумтирпе çапăр, урапа таптаса сÿнтерĕр, малалла сарăлма ан парăр. Вут-çулăм вулă тăрăх йывăç тăррине "хăпарса" çитрĕ пулсан çывăхри çунман йывăçсене касса тÿнтерĕр.

Пысăках мар пушара сÿнтертĕр пулсан инкек пулнă вырăнтан тÿрех пăрахса ан кайăр, вут-çулăм тепĕр хутчен алхасса каяс хăрушлăх пур. Вăрман хуçалăхĕн тата пушар хуралĕн ĕçченĕсене пушар вырăнĕ тата унăн сăлтавĕ çинчен пĕлтерме ан манăр. Çак инкек сирĕн айăпăра пула сиксе тухрĕ пулсан чăнлăха ан пытарăр, кайран ĕç-пуçа пур пĕр тĕпчесе палăртĕç.

Çуллахи шăрăх кунсенче вăрманта сÿнтермен шăрпăка тата пирус тĕпĕсене тĕлли паллисĕр ывăтса ан хăварăр, хĕвел пайăркисем лайăх ÿкекен уçланкăра кĕленче савăт е кантăк ванчăкĕ ан пăрахăр. Уй-хирте пĕлтĕрхи курăка тата кивĕ утă-улăма çунтарма юрамасть.

О.ОКРУЖНОВ,

пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика