АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекен çамрăк тусĕсем

01 июня 2012 г.

Май уйăхĕн вĕçĕнче районти тĕп библиотекăн тата Шăхасан вăтам шкулĕн библиотекарĕсем Людмила Егоровăпа Ольга Данилова кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе "Вулакан чиперкке" конкурс программи ирттерчĕç. Мероприяти шкулăн ларусем ирттермелли залĕнче пулчĕ, ăна Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне халалларĕç. Уява виçĕ команда хутшăнчĕ: "Вулакан чиперккесем" – 4-мĕш "а" класра вĕренекенсем (класс ертÿçи Л.Григорьева), "Кĕнеке чиперккисем" – 2-мĕш "а" класс вĕренекенĕсем (ертÿçи Н.Капитонова) тата "Кĕнекери илĕртмĕшсем" – 4-мĕш "б" класс ачисем (класс ертÿçи О.Васильева).

Малтан библиотекăн пай заведующийĕ Л.Егорова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, "Чи нумай вулакан класс" тата "Чи нумай вулакан ача" конкурссен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Унтан ачасем хăйсем кĕнекене мĕншĕн юратнине каласа, литературăпа мода темисене уçса пачĕç. Юрă та, ташă та нумай пулчĕ конкурсра. Çĕнтерÿçĕсене – 4-мĕш "а", "б", 2-мĕш "а" тата 1-мĕш "б" классене – Хисеп хучĕ тата парне парса хавхалантарчĕç. Хисеп грамотине çавăн пекех Русина Алексеева, Кристина Яковлева тата Ульяна Микушина тивĕçрĕç.

Л.ЕГОРОВА,

районăн тĕп библиотекин пай заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика