01 июня 2012 г.
Пушар Руçре мĕн ĕлĕкрен пысăк инкексенчен пĕри шутланнă. Летопиçсенче вут-кăвар тăшмана хирĕç кĕрешмелли чи хăрушă меслет пулнине те палăртса хăварнă. Ĕмĕрсем иртнĕçемĕн чылай вырăс хули темиçе хутчен те çунса кĕлленнĕ пулнă. Патшалăх аталанса, çирĕпленсе пынă май çак лару-тăрăва йĕркене кĕртме пăхнă. Çавăнпа пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕплетнĕ, халăха вут-кăварпа асăрхануллă пулма тата ятарласа палăртнă правилăсене çирĕп пăхăнса пыма ыйтнă.
Патшалăх пушар сăнавĕн историйĕ 1927 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçланать. Ун чухне Пĕтĕм Раççейри ĕç тăвакан тĕп комитет тата халăх комиссарĕсен Канашĕ "РСФСРти Патшалăх пушар сăнавĕн органĕсем çинчен калакан положение" алă пусса çирĕплетнĕ. Çак пулăм пушар хуралĕн аталанăвне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Патшалăх пушар сăнавне йĕркелес ĕçре вут-кăвара хирĕç кĕрешессипе пуçтарăнса пынă ăсталăха та тĕпе хунă.
1649 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Алексей Михайлович патша кăларнă издани пушартан сыхланмалли чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăнă. Çав документра вут-кăвара хирĕç тăмалли ятарлă правилăсене палăртнă пулнă. Правилăсене пăсакансене штраф тÿлеттернĕ, вут тивĕртекенсене ссылкăна тытса янă.
Пушарсене "сирсе ярас" ĕçре I-мĕш Петĕр патшан тÿпи те пысăк пулнă. Вăл кăларнă хушусем профилактика çине ытларах витĕм кÿнĕ, айăплавсемпе кăна вут-кăвартан сыхланса юлма çуккине патша лайăх ăнланнă.
Унтанпа нумай шыв юхса иртнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2001 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Шалти ĕçсен министерствин Патшалăх пушар хăрушсăрлăх служби РФ Чрезвычайлă лару-тăрусен тата гражданла оборона министерствин Патшалăх пушар хăрушсăрлăх служби пулса тăнă. Çав вăхăтран Патшалăх пушар сăнавĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланать.
Канашри пушар хуралĕн историне аса илтерсе хăварни те ытлашши пулмĕ, унăн кун-çулĕ 1924 çултан пуçланать. Çав çулсенче станцинче складсем пулнă, вĕсенче сахал мар хаклă пурлăх упраннă. Пурлăха вут-кăвартан сыхласа хăварас тĕллевпе шăпах ятарлă çын тытса тăнă та. Пушар сÿнтерме кайма виçĕ лаша пулнă, иккĕшĕн урапи çине ятарлă насуссем вырнаçтарнă, тепри пакурсемпе хатĕр тăнă.
1925 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пушар хуралĕн ĕçченĕсен ушкăнĕ талăкĕпех сыхă тăма пуçланă. 1967 çулта пушар хуралĕн чаçĕнче 51 çын штатра тăнă, вĕсем тăватă сменăпа ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра 15-мĕш пушар хуралĕн чаçĕ Пушкин урамĕнчи 49-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта харăсах темиçе пай йĕркеленĕ, вăл йышра Патшалăх пушар надзорĕн пайĕ те пур. Асăннă пая Александр Алексеевич Шакин ертсе пырать, пушар надзорĕнче пĕтĕмпе 7 сотрудник ĕçлет. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕсем шăпах юбилей уявне паллă тăвĕç.
А.МЯСНИКОВ.