01 июня 2012 г.
Майăн 28-мĕшĕ – Тăван çĕршывăн чиккинче службăра тăнă çынсемшĕн чи пысăк та сумлă уяв шутланать. Ăна мĕн авалтан паллă тăваççĕ. Сăмахран, Авалхи Руçре тăшмансем тапăнса килесрен хÿтлĕх сооруженийĕсем – крепость валĕсем, засечнăй хуралсем – хатĕрленĕ.
Пограничниксем мĕн ĕлĕкрен хăйсен ятне çÿлте тытнă. Унта хăюллисене, яштак пÿллисене, çирĕп кĕлеткеллисене тата илемлисене суйласа илнĕ. Каярахпа кăна çак йĕркене питех пăхăнман-тăр. Манăн, сăмахран, пиччесем пурте пограничниксем пулнă. Юрий Владимиров, çÿллĕ те çирĕп хул-çурăмлăскер, икĕ çул Афганистан Республикинче службăра тăчĕ. Вăл чи хаяр та хăрушă операцисенчен пĕрне – Мармоль операцине – хутшăннă. Телее, каялла чĕрĕ-сывă таврăнчĕ. Ун чухне, 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, кашни иккĕмĕш салтак афган çĕрĕнче службăра тăнă вăхăтра, ашшĕ-амăшĕ ывăлне кĕтсе самаях ватăлнă, чĕрине ыраттарнă. Валерий Владимировпа Владимир Васильев Байкал леш енче, Китай чиккинче, хĕсметре пулчĕç. Володя çара хăйĕн юратнă йыттипе Альмăпа кайнăччĕ. Овчарка, питĕ ăслăскер, пĕр хăлхасăр таврăннăччĕ. Мăшăрăм та пограничник пулнă, Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Амур тăрăхĕнче чикĕре тăнă. Çавăнпа та пограничниксен кунĕ манăн чуна çывăх.
Паян çамрăксене чикĕ хуралне çара илмеççĕ. Унта контракт йĕркипе кăна службăра тăма май пур. Пограничник ятне илес тесен ăс-тăна та, хул-çурăма та самаях çирĕплетмелле, çаврăнăçуллă пулмалла. Пĕр сăмахпа, ачаран спортпа туслă пулмалла. Алă вĕççĕн çапăçмалли ăсталăха пĕлни те пăсмасть теççĕ аслисем. Пограничниксен хушшинче "служак" сăмахăн пĕлтерĕшĕ те ыттисеннинчен çирĕпрех пек туйăнать. Вĕсен пĕр-пĕрин хушшинче туслăх, пулăшу пама пырас туйăм вăйлăрах. Çакă вăл çарта чухне куллен хăрушлăхпа, вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнипе те çыхăннă пуль.
Кăçал та, йăлана кĕнĕ тăрăх, майăн 28-мĕшĕнче, Канашра Афганецсен скверĕнче тĕрлĕ çулсенче чикĕ хурал çарĕсенче службăра пулнисем тĕл пулчĕç. Афганистанпа Таджикистан, Чечня çĕрĕсенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Кăçалхи уяв кунĕ тепĕр пулăмпа та асра юлчĕ. Скверта Канаш районĕнчи тата Канаш хулинчи пограничниксен ячĕпе чикĕ юпи (пограничный столб) лартрĕç. Вăл симĕс тата хĕрлĕ тĕссемпе сăрланă чăн-чăн чикĕ юпи, унăн символла пысăк пĕлтерĕш пур – Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă пограничниксене асра тытни, паян пурăнакан салтаксен туслăхĕ тата çĕршыв пĕрлĕхĕ.
Çак символа Канаш тăрăхĕнче те вырнаçтарас шухăш чи малтан чикĕ хурал çарĕсен саппасри капитанĕн Валерий Шемякинăн çуралнă. Валерий Викторович çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать.
Тĕл пулăва пуçтарăннисене Канаш хула пуçлăхĕ Владимир Вишневский, районпа хулари "афганец" ветерансен правленийĕн председателĕ Герман Николаев саламларĕç, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, вăрăм кун-çул, ачасен çитĕнĕвĕсемпе савăнма, мăнуксен ырă пуласлăхне курма сунчĕç. Герман Петрович Евгений Смирнов пограничникăн кăкăрĕ çине "В память о службе на государственной границе" медаль çакрĕ.
Пĕр-пĕринпе калаçмалли, аса илмелли нумай пулчĕ ĕнерхи салтаксен. Владимир Николаев салтак аттине 1992 çулта тăхăннă. Таджикистанпа Афганистан чиккинче, Мускав погранокругĕнче, хĕсметре тăнă. Ун чухне, шăп та манпа тантăш каччăсене çара кайма çул çитнĕ вăхăтра, Таджикистан çĕрĕнче хăйĕнче хĕрÿ çапăçусем пыратчĕç. "Водитель пулнă эпĕ салтакра. "Урал" автомашинăпа снарядсем тата тем те пĕр турттараттăм. Ун чухнехи хăрушă самантсене халĕ аса та илес килмест", – тет Владимир Алексеевич. 1994 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вăл килне таврăннă. Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. 1996 çултанпа шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хурать. Владимир Николаев чылай вăхăт районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр инспекторĕнче ĕçлерĕ, пирĕн хаçатпа та тачă çыхăну тытатчĕ вăл. Хальхи вăхăтра хулари шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕ.
Эдуард Яковлев Шаккăлта çуралса ÿснĕ. Служба çулĕсем Чита тăрăхĕнче, тĕрĕсрех, Китай чиккинче иртнĕ. Çартан таврăнсан милици органĕсене ĕçе вырнаçнă, пĕлĕвне ÿстерсе пынă. Паян вăл районти полицин пай пуçлăхĕ.
Çарта пулнă çынсенчен чылайăшĕ пурнăçне йĕркелĕхе сыхлакан службăпа çыхăнтарать. Уйрăм ĕç пуçарса яракансем те, ытти сферăра вăй хуракансем те сахал мар. Мĕнех калам, сывлăхăра, пурнăçăра упрăр, салтаксем, пирĕн хÿтĕлевçĕсем.
И.ВЛАДИМИРОВА.