АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

01 июня 2012 г.

Пирĕннисен виççĕмĕш кăтарту

Канмалли кунсенче Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар районĕн спорт сооруженийĕсенче республикăн ялти çуллахи XVI вăййисем иртрĕç. Пирĕн районăн 60 çынтан тăракан команди спортăн 14 тĕсĕпе тупăшрĕ.

Чакаç ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен команди Л.Атласкин ертсе пынипе мини-лапталла выляса мала тухрĕ. Командăра – Е.Егорова, Т.Захарова, А.Иванова, Г.Чернова тата К.Федотова. Вĕрен туртассипе Шупашкарпа Çĕмĕрле районĕсен командисене парăнтарса канашсем çĕнтерÿçĕн ятне тивĕçрĕç.

Вăтапуç ял тăрăхĕн çăмăл атлечĕсем В.Ивановăпа Г.Иванова, И.Беловпа О.Григорьев иккĕмĕш вырăн йышăнса командăна чылай очко кÿчĕç. Сĕтелçи теннисла выляса та пирĕннисем иккĕмĕш пулчĕç. Пурте – Ухман ялĕнчен, ăмăртăва вĕсене В.Николаев хатĕрленĕ. Доярсемпе дояркăсен конкурсĕнче хăйсен пултарулăхне "Нива" тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем Ю.Михайловпа Г.Егорова кăтартрĕç. Çивĕч кĕрешÿре вĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Арçынсем волейболла выляса, çуллахи полеатлонпа тата виçĕ енлĕн кĕрешсе ăмăртусен протоколĕнче тăваттăмĕш çырăнчĕç.

Районсен пĕрлештернĕ командисем хушшинче пирĕннисем 3854 очко пухса виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Патăрьелсен кăтартăвĕ пĕрремĕш, Шупашкар районĕн – иккĕмĕш.

Православи гимназийĕ

уçас тĕллевлĕ

Виçĕм кун Улатăр епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ, Канаш чиркĕвĕн настоятелĕ Стефан владыка предпринимательсемпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тĕл пулнă. Калаçу хула руководстви Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе патшалăх банкĕ пулнă çуртра православи гимназийĕ уçма панă ирĕк çинчен пынă. Кунта 100 ачана йышăнма пултаракан хăй тĕллĕн пуçламăш шкул йĕркелеме шутлаççĕ. Ачасем унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан программăна кăна вĕренмĕç, вĕсем ăс-хакăлпа кăмăл-сипет воспитанийĕн никĕсĕсене те алла илĕç. Кунăн иккĕмĕш пайĕнче Турă саккунĕсене, музыкăна, живопиçе тата хореографине вĕрентĕç. Ачасене хулан тĕрлĕ микрорайонĕнчен шкул автобусĕпе турттарма тата икĕ хутчен апат çитерме пăхнă.

Стефан владыка хулара пурăнакансенчен çак проекта пурнăçлама пулăшу ыйтнă. Унăн сăмахĕсене ăша хывса пуçарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Çав ушкăна депутатсен корпусĕн, хула администрацийĕн, строительство организацийĕсен, предпринимательсен, духовенствăн пĕрер представителĕ кĕрĕç. Вĕсем стройка мĕнле пынине тĕрĕслесе тăрĕç, сиксе тухакан çивĕч ыйтусене пĕрле татса парĕç.

Пуçарулăх ушкăнĕ çак кунсенчех вырăна кайса ĕçсен калăпăшне палăртĕ. Тумалли ĕçĕ вара кунта тем чухлех: çурта тĕпрен юсамалла. Çурт çывăхĕнчи территорине тирпей-илем кÿрес ĕçсене те пурнăçлĕç.

Кристинăн ĕçне те палăртнă

Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ ирттернĕ "Пирĕн ялăн пуласлăхĕ" конкурса 120 шкулта вĕренекен ачасен пин ытла ÿкерчĕкĕ килнĕ. Çамрăк художниксен ĕçĕсенче Чăваш Ен тăрăхĕн илемĕ, наци хăйне евĕрлĕхĕ палăрнă.

Çулĕсене кура икĕ ушкăна пайласа çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă. Вăтапуç вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Кристина Осипован ĕçне интереслисен шутне кĕртсе диплом парса хакланă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене, интереслĕ ÿкерчĕксен авторĕсене районсенчи ĕçпе юрă тата спорт уявĕсенче наградăлаççĕ.

Кĕркунне шкула кайĕç

Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕн аслă ушкăнне çÿренĕ ачасем валли "Сывă пул, ача сачĕ!" мероприяти ирттернĕ. Уяв залне вĕсемпе пĕрле савăнма ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем килнĕ.

Мероприятие аслă ушкăнăн воспитателĕ А.Васильева ăшă сăмахсем каласа уçнă. Алина Витальевнăн воспитанникĕсем, вĕсем вара тăххăррăн, юрăсем юрланă, ташăсем ташланă, сăвăсем вуланă. Вăтам тата кĕçĕн ушкăнсенчисем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Ача сачĕн заведующийĕ Р.Малина кĕркунне пуçласа шкула каякансене асăнмалăх дипломсем тата парнесем панă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче

çĕнĕ автобуспа çÿрĕç

Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче юлашки шăнкăрав тата тепĕр пулăмпа асра юлнă. Федерацин "Шкул автобусĕ" тĕллевлĕ программипе тата нацин "Пирĕн çĕнĕ шкул" вĕрентÿ пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн шкула çĕнĕ автобус килнĕ.

Салонра 22 вырăн, вĕсен пурин те хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пур. Чарăнма ыйтмалли ятарлă пускăч вырнаçтарнă. Ытти хăтлăхсем те пур.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика