АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансене вут-кăвартан сыхлар

30 мая 2012 г.

Çуллахи шăрăх кунсем çывхарса пынă май Раççейре каллех вăрмансем çунма пуçларĕç, тĕтĕм Çĕпĕр тата Инçет Хĕвел тухăç вăрманĕсем çийĕн явăнать те ĕнтĕ.

Чăваш Енри вăрмансенче лару-тăру хальлĕхе лăпкă. Раççейри МЧС сотрудникĕсем, йĕрке хуралçисем тата вăрманçăсем профилактика çине пысăк витĕм уйăрни питех те пĕлтерĕшлĕ.

Вут-кăвартан сыхланасси унпа кĕрешессинчен çăмăлрах пулни вăрттăнлăх мар паллах. Çакна яланах асра тытăр: лăсăллă йывăçсен вăрманĕнче тата торфлă лаптăксенче кăвайт хума юрамасть. Вăрмансенчи пушар типĕ тата шăрăх çанталăкра аçа çапнипе, çынсем вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе тухать.

Ытларах чухне вăрмансенче çулăм çĕр çумĕпе вăй илсе пырать, лăсăллă йывăçсем вара тÿпи таранах çунма пултараççĕ. Çĕр çумĕнчи пушар минутра 0,1-3 метр чухлĕ сарăлма пултарать, çÿлтен çунаканни, çил вăйлă пулсан, минутра 100 метр таран малалла "сиксе ÿкме" пултарать.

Вăрманти пысăках мар пушара епле сÿнтерме пулать-ха;

Вăрманта çулăм алхасма пуçланине асăрхасан çийĕнчех лесничествăна е пушар хуралне пĕлтерĕр. Çулăм лаптăкĕ пысăках мар пулсан ăна çывăхри кÿлĕрен шыв сапса, тăпрапа витсе е урапа таптаса сÿнтерме пулать.

Вут-кăвара сÿнтерме çавăн пекех йывăç тураттипе, шывпа йĕпетнĕ тумтирпе тата хулăн çи виттипе усă курма пулать. Ун пек чухне çак хатĕрсемпе çулăма хирĕçле çапса пымалла.

Пушара сÿнтерсен инкек пулнă вырăна тÿрех пăрахса ан кайăр. Тепĕр хут хыпса илес хăрушлăх пур.

К.НЯГИН,

пушар хăрушсăрлăх инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика