30 мая 2012 г.
Медицинăна мĕн авалтанах чĕрĕ организмăн шалти органĕсен ылмашăвĕсем интереслентернĕ. Анчах та çакна çÿллĕ шайри технологи инструменчĕсемсĕр пĕлме çук. Чи малтан тÿрĕ пыршăлăха тишкерме май килнĕ. Электричество вăй илсен тĕпчевсен анлăшĕ ÿснĕ, хăрушлăхĕ пĕчĕкленнĕ. Эндоскопи технологийĕ паян диагностика тума çеç мар, сиплев операцийĕсем ирттерме те май парать. Чирлĕ çынсем çакăн пек операцисем хыççăн чылай хăвăртрах сывалаççĕ.
Видеоэндоскопи аппарачĕсемпе организма кашни клетка таран тĕпчеме пулать. Унсăр пуçне аппарат тĕпчев мĕнле иртнине çырса тата ÿкерсе пырать. Кун пек оборудованипе республикăри клиникăсене тивĕçтернĕ. Юлашки çулсенче вĕсем район больницисене те килме тытăнчĕç.
Эндоскопи тĕпчевĕпе рак чирне малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулать. Рак чирĕн Раççейри регистрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, апат хуранĕпе тÿрĕ пыршăлăхăн ракĕ малти вырăнта тăраççĕ. Çак чирсемпе вилесси вара ыттисемпе танлаштарсан пĕчĕкрех. Паллах, кунта эндоскопи пулăшăвĕпе асăннă органсене тĕрĕслесе чире вăхăтра тупса палăртса ăна çийĕнчех сиплеме май пулни пысăк вырăн йышăнать. Чире вăраха кайнă хыççăн кăна тупса палăртсан инкеке сирсе яма йывăр.
Статистика палăртнă тăрăх, ракпа аслăрах ÿсĕмрисем ытларах аптраççĕ. Анчах юлашки вăхăтра çак чир çамрăклансах пырать. Сăлтавĕсем паллă: генетика тĕлĕ-шĕнчен модификациленĕ хутăшсемпе, сăрăсемпе пуянлатнă апат-çимĕç, консервантсем çини, ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ чухне хими удобренийĕсемпе анлă усă курни, атмосфера таса марри, техногенлă катастрофăсем час-часах пулни.
Паянхи пурнăçра врачсен те, халăхăн та ракпа уйрăмах асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Врачсен эндоскопи тĕпчевĕпе анлăрах усă курмалла, çынсен çав тĕрĕслевсенчен хăрамалла мар.
Районăн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницинче эндоскопи кабинечĕ уçнă. Унта икĕ гастроскоп, пĕр клоноскоп тата виçĕ ректороманоскоп вырнаçтарнă. Тĕпчевсене врач сĕннĕ тăрăх ирттереççĕ.
Сирĕн сывлăх сирĕн аллăрта, эпир вара сире сывлăхлă пулма пулăшăпăр.
Р.САЛИМГЕРЕЕВ,
эндоскопист врач.