30 мая 2012 г.
Никам та çуккипе усă курса
Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Канаш çынни Трифонов (хушаматне улăштарнă) пĕр çуртăн подъездĕнче уççисен çыххи тупнă. Часах хуçи кам пулнине, ăçта пурăннине пĕлме май килнĕ. Кайса парас тенĕ ăна. Кирлĕ хваттере пĕрремĕш хутра шыраса тупнă. Шакканине хирĕç хуравлакан пулман. Трифонов алăк тăчă хупăнманнине асăрханă. Хуçисем илтмеççĕ пуль тесе вăл алăка тĕртсе уçнă, шала кĕнĕ. Кунта пурăнакансене кăшкăрса темиçе хутчен те чĕннĕ, анчах та сас паракан пулман. Çак самантра унăн пуçне усал шухăш пырса çапнă. Трифонов стена çумĕнче çакăнса тăракан шарфа, плаща, урайĕнче ларакан атта илнĕ. Сапăнмалли тутлă шăршăллă шĕвек кĕленчине кĕсйине персе чикнĕ. Çапла майпа вăл хваттер хуçине 1999 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Трифонов айăпне пĕтĕмпех йышăнман. Вăл сиенĕн суммипе килĕшмен. Ун шучĕпе вăрланă япаласемпе чылай вăхăт усă курнă.
Суд Трифонова тивĕçлĕ наказани панă.
Кÿрентернĕшĕн
çын пурнăçне татнă
Шараповпа Максимов тахçантанпа пĕлекен Климов тусĕ патне хăнана пынă (виçĕшĕнне те хушамачĕсене улăштарнă). Кухньăри сĕтел хушшинче эрех ĕçсе ларнă чухне Шараповпа Климов тем амакне пула хирĕçсе кайнă. Тавлашу тытăçăва куçнă.
Шарапов хăйне кÿрентерекене вĕлерме шутланă. Усал шухăшне пурнăçлас тесе кил хуçине çывăрмалли пÿлĕме тĕртсе янă. Лешĕ ури çинче тытăнса тăрайман, урайне шаплатса ÿкнĕ. Мĕн шутланине вĕçне çитерес тĕллевпе Шарапов кухньăри шкап ещĕкĕнчен çĕçĕ илсе килнĕ. Ура çине тăрасшăн тапаланакан Климова пуçĕнчен, кăкăрĕнчен, мăйĕнчен тăхăр хутчен умлă-хыçлăн чикнĕ. Йывăр сурансене пула Климов темиçе минутранах яланлăхах шăпланнă.
Суд Шарапова 10 çул та 6 уйăха хупма йышăну кăларнă.
Кукăр аллине тÿрлетме
виçĕ çула янă
Хура кĕркуннен тĕттĕм каçĕнче Житов (хушаматне урăхлатнă) текен çамрăк çын кафе çумĕпе иртсе пынă. Шалта, урамра никам та çуккине курсан пуçне мĕн те пулин вăрлас шухăш кĕрсе кайнă. Чÿречен пысăк куçне кăларса илнĕ те шала йăраланса кĕнĕ. Унта ăна ал айне 0,7 литр кĕрекен тулли эрех кĕленчи лекнĕ. Айккинерех ĕçсе ярайманни ларнине асăрханă. Унти 350 грама пĕр çÿçенмесĕр çавăрса хунă, çыртмалли те тупнă – тăварлă арахис тата типĕтнĕ пулă. Çапла майпа вăл кафе хуçине 245 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Эрне пек иртсен Никонова (хушамачĕ хăйĕн мар) çурчĕ патне йăпшăнса пынă. Алăкне питĕрменнине кура шала çăмăллăнах лекнĕ. Вунă 10 тенкĕлĕх тимĕр укçа, 4000 тенкĕ тăракан вăчăра вăрласа тухнă.
Çак этемех çĕрле усал шутпа чÿрече кантăкне илсе ача садне кĕнĕ. Унтан 1810 тенкĕ тăракан проигрыватель, виçĕ воспитателĕн икĕ 50, 10, 5000 тенкĕлĕх хут укçа, 1 килограмм çăнăх, 3 банка çăратнă сĕт, флешкарта çаклатса тухнă.
Житов унччен те судпа айăпланнă пулнă. Ун чухне те çын пурлăхне хапсăннăшăн ирĕкрен хăтарнă. Хальхинче унăн ĕçлесе юсанмалли çирĕп режимлă колонире 3 çул пулма тивĕ.
Пĕтĕмпех эрехе пула
Самаях ÿсĕр Махнев (хушаматне улăштарнă) руль умне ларнă. Машина хуçи хыçалти ларкăча вырнаçнă. Хĕренкĕ водитель умра пыракан автомобильтен иртсе кайма шутланă. Сехетре 80 километр хăвăртлăхпа пынă пулин те, асăрханулăх, тимлĕх тени пуçĕнчен саççим тухса ÿкнĕ. Хирĕç килекен транспортпа çапăннă. Ăна тытса пыракан А.Гордеев (хушамачĕ хăйĕн мар), хыçалта ларса пынă Н. тата А. Гордеевсем аманнă. Махнев пассажирĕ те суранланнă.
Махнева çулталăк та 6 уйăха условно ирĕкрен хăтарнă, 3 çул машина çÿретме пултараймасть. Унран А.Гордеевăна мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 80000 тенкĕ, тавăç хутне хатĕрлесе тăкакланă 20000 тенке тата аманнине пула шалăвăн 686 тенкĕ те 64 пусне илейменнине шыраса илмелле тунă. Унсăр пуçне Махневăн инкек тÿснĕ А.Гордеев водителе 7 пин тенкĕ куçарса памалла пулать.
Виççĕн пулнипе усă курса
Шăхасанта пурăнакан виçĕ çамрăк, пĕрне çул çитмен-ха, кĕрхи тĕттĕм каç лавкка умĕнче чарăнса тăнă. Кĕсйисене тем чухлĕ ухтарсан та укçи пулштух туянмалăх тупăнман. Çав вăхăтра лавккана пĕр каччă кĕнĕ, хыççăн – хайхи виçĕ тус. Ун çумне сĕмсĕрле çулăхнă, ăна хăйсем валли сăра илме хистенĕ. Анчах та лешĕ хирĕçленĕ. Шухă çамрăксене çак ача хăйсем хушнине туманни килĕшмен. Тарăхса кайнă виçĕ тус йĕкĕте пĕтĕм укçине туртса илессипе, тумтирне хывса илессипе, усал сăмахсемпе хăратнă, алăка пÿлсе хунă, аллисемпе хăмсарнă. Çамрăк каччă хăйне хĕсĕрленине чăтайман, хĕнесрен хăраса кĕсйинчи çĕр тенкĕлĕх виçĕ укçана кăларса тыттарнă.
Çак усал хыпар полицие çитнĕ. Ушкăнпа хăратса укçа туртса илнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви пырать.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.