АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Астаракан япаласем ухмаха кăлараççĕ

30 мая 2012 г.

Астăватăр-и, пĕр вăхăтра Францире хĕрарăмсем паранджа (питпе кĕлеткене хуплакан тум) тăхăнса çÿренине хирĕçле юхăм вăй илчĕ. Саккунпах чарчĕç, пите уçтарчĕç.

Хĕрарăмсем пите çеç мар, кăкăра та çурма уçасси, хырăмпа кăвапана кăтартасси Европăран пуçланчĕ. Хитре пĕçĕсене палăртакан кĕске юбкăсем пирки каламăпăр та. XXI ĕмĕр моди урама аялти кĕпе-йĕмсĕрех тухма хистет мар-и;

Физиологи енчен çак ытармăшсем пĕрле выртса çывăрма хистенин палăрăмĕсем. Çакна кура Европа цивилизацийĕн тÿнтер енĕ – аденома тата простата ракĕпе чирлесси ÿсни. Халех ĕнтĕ арçынсен 40 проценчĕ аденомăпа аптăрать. Хĕрĕх çултан аслăраххисенчен çурри ытла çак нушапа çÿрени паллă.

Урампа утнă чухне е обществăлла транспортра арçынсем чиперккесене çăтса ярас пекех сăнаççĕ. Анчах çав "çимĕçе" тутанса пăхманни сывлăха хавшататех.

Арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне савни хамăр хыççăн ача-пăча хăвармаллине пĕлтерет. Пĕрле выртса çывăрни сывлăхшăн питĕ усăллă, этем çĕр çине ахальтен килменнине ăнланса илет, пурнăçа ăнтарассишĕн çине тăрса тăрăшать. Пурнăç илемне пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе туйнисем чăннипех телейлĕ. Унашкал çыхăнусене те ырлать.

Шутласан, çут çанталăк хĕрарăма чăннипех илем кÿнĕ-çке. Çурма уçă кăкăр пепкене сĕтпе тăрантарса ÿстересси çинчен калать, сарлака та çавра купарча вырăн çинчи киленÿлĕхе систерет. Сывлăхлă ăру парнеленисене тав тумалла пирĕн.

Ытлă-çитлĕ пурăнакан Европа çĕршывĕсем пирки каларăмăр маларах. Арçын онкологийĕ хăрушла ÿсни пурне те шухăшлаттармалла. Ку чи малтанах астаракан япаласем чылайăшне ухмаха кăларнипе çыхăннă. Анăçри медицина вăйлă аталанни те çак чир-чĕрпе ăнăçлă кĕрешме пулăшаймасть пулас. Çав вăхăтрах мăсăльман енĕпе чарусем пур тата вырăнти тĕн хăйĕн витĕмĕпе туллин усă курать.

Тĕрĕссипе, çурма уçă кăкăрпа е çурма çарамасланса çÿрекен хĕрарăмсем арçынсем валли шăтăк алтаççĕ. Урама уçăлма тухнă чиперкке пĕрне телейлĕ тăвать, тепĕр 10 арçынна инвалида кăларать. Специалистсем тĕпченĕ тăрăх, хулари çын кунне вăтамран çавнашкал тĕслĕхпе 100-200 хутчен тĕл пулать. Çакăн хыççăн килĕнÿ илмен арçын онкологи чирĕпе аптрасси куç кĕрет.

Мăсăльмансем кăна мар, ĕлĕкхи славянсем те хăйне евĕр йăла-йĕркепе пурăннă. XVIII-XIX ĕмĕрсенче вырăс хĕрарăмĕсем кĕлеткене хуплакан вăрăм çи-пуçпа çÿренĕ. Паллах, тĕрлĕ тĕслĕ, илемлĕ тум арçынсене илĕртнех. Çапах вăл ăссăрла утăмсем тума хистемен. Çапла вара общество арçын сывлăхĕ пирки те шухăшланă. Шел пулин те, паянхи цивилизаци хăйĕн саккунĕсемпе пурăнать.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика