30 мая 2012 г.
Кĕтÿ çаран çине тухсан кил хуçисем сурăх-качакан каяшĕ çемçелнине е пачах та шĕвĕ пулнине асăрханă пулĕ. Чылайăшĕ çакă выльăх ешĕл курăк çинипе пулать тесе шутлать, анчах та ку мониезиоз чирĕн пĕрремĕш палли те пулма пултарать.
Мониезиоз – шĕв-рĕлчен чирĕ. Ăна пуçараканĕ – лента евĕр ăман, вăл хырăмлăхăн çÿхе пайĕнче "пурăнать". Мониези хурчĕ орабатида хĕскĕчĕ (орабатидный клещ) ÿтĕнче аталанать, вĕсем шăпах курăкпа сурăх организмне лекеççĕ те. Выльăх-чĕрлĕх çаран çине пĕрремĕш кун тухсанах çак инфекцие çаклатать, мĕншĕн тесен хĕскĕчсенчен чылайăшĕ тĕрĕс-тĕкел хĕл каçать.
Мониезиозпа пăрусем те чирлеççĕ.
Чир паллисем кĕтÿ çаран çине тухнă хыççăн тепĕр 2-3 эрнерен палăрма пуçлаççĕ. Выльăх вăйсăрланать, хусканусем сахал тăвать, начарланать, кĕтÿрен юлса çÿрет. Час-часах чĕкĕрет. Мониезисемпе хытă аптăранă чухне путексем пĕр вырăнта çаврăнаççĕ, çĕр çине выртса тапкаланаççĕ.
Мониезиоз диагнозне кил хуçи хăй тĕллĕн те лартма пултарать, çак тĕллевпе выльăхăн каяшне çеç тимлĕ сăнамалла, унта шăпах лента евĕр ăмансене асăрхама пулать. Иккĕленÿсем пулсан каяша ветеринари лабораторине илсе килсе тĕрĕслеттерме пулать.
Чирлĕ выльăха вăхăтра сиплемесен вăл вилес хăрушлăх та пур. Сурăх-качакана çаран çинче çÿренĕ тапхăрта виçĕ хутран кая мар препаратсем памалла. Пуçласа çак ĕçе кĕтÿ çаран çине тухнă хыççăн 2-3 эрнерен пурнăçламалла, унтан пĕрремĕш сиплев хыççăн тепĕр 15-20 кун иртсен, виççĕмĕшне – тепĕр 30 кунтан. Кĕркунне, выльăха витесене хупас умĕн, çак ĕçе тепĕр хут туса ирттермелле.
Выльăх-чĕрлĕхе мониезиозран сиплемелли препаратсем хальхи вăхăтра питĕ нумай, анчах та кирлĕ эмеле ветспециалист çеç тĕрĕс палăртма пултарать. Çавăнпа та ветеринарсемпе канашлама ан ÿркенĕр.
Профилактика тĕлĕшĕпе кĕтĕве типĕ çаран çинче çеç кĕтсе çÿрĕр, выльăх-чĕрлĕхе таса шыв ĕçтерме тăрăшăр.
Н.АНДРЕЕВА,
Канашри ветстанцин ертÿçин çумĕ.