АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ĕçсенчен пĕри - профилактика

30 мая 2012 г.

Çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче районти полицин участокри уполномоченнăйĕсем преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессипе, йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тытса тăрассипе, правăна пăснине профилактикăлассипе сахал мар ĕç тунă. Районта участковăйсен шучĕ пысăк мар, пĕтĕмпе те 13 сотрудник, апла пулин те вĕсен 24 ял тăрăхĕнчи (пĕтĕмпе 100 ытла ялти) йĕркелĕхе асăрхаса тăма тивет.

Участковăйсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри – рецидивла преступноçа профилактикăласси. Мартăн 28-мĕшĕ тĕлне районăн шалти ĕçсен пайĕн учетĕнче 748 çын шутланса тăнă. Вĕсенчен 121-шĕ – тĕрмерен тухнисем, çак йышран 2-шĕ – административлă надзорпа ирĕке тухнисем, условно майпа ирĕке тухнисем – 23 çын, ирĕкрен хăтармасăр наказание пурнăçлакансем – 132, кил-çуртра харкашма юратакансем – 171, çул çитмен преступниксем 47 çын тата ыт. те.

Пĕрремĕш кварталта полицин участковăйсен пайĕ 451 çырăва пăхса тухнă, 84 уголовлă ĕçе хирĕçленĕ, 74 ĕçе суда ярса панă, 586 административлă протокол хатĕрленĕ. Пĕр участковăй вăтамран 45 протокол çырнă.

Хальхи вăхăтра административлă йĕркене сахалрах пăснине асăрхама пулать, вĕсене çулталăк пуçланнăранпа 586 тĕслĕх шута илнĕ (пĕлтĕр – 859). Участковăйсен служби уголовлă ĕç пуçарма пĕтĕмпе 30 материал хатĕрлесе панă.

Э.ЯКОВЛЕВ,

районти полицин пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика