АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут- çулăма "алхасма паман"

30 мая 2012 г.

Канашри 15-мĕш пушар чаçĕн диспетчер пультне Шăхран лесничествин 98-мĕш кварталĕнчи уçă вырăна вут "хыпса илнĕ" тесе пĕлтернĕ, çулăм 100 тăваткал метра яхăн çавăрса илнĕ. Çакă вара вăрман талккăшне куçас хăрушлăх кăларса тăратнă. "Инкек" çинчен çийĕнчех ĕçе пуçăнакан диспетчер службисем патне çитернĕ.

Çунакан вырăна чи малтан 15-мĕш пушар чаçĕн 10 çынран тăракан подразделенийĕ, пушар сÿнтермелли цистернăллă 3 машини, оперативлă штабăн машини çитнĕ. Пушар чаçĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов ертсе пынипе вĕсем тÿрех вут-çулăмпа кĕрешме пуçланă.

Канаш лесничествинчен 18-ăн килнĕ. Пушар техники – иккĕ. Вăрман пушарĕсемпе кĕрешекен командăн çурăм хыçне ранецлă огнетушительсем çакнă членĕсем вут-çулăм хыпса илнĕ лаптăк тавра кĕреçесемпе чавса тухнă, кустăрмаллă "МТЗ" трактор çулăм çулне пÿлме йăрăм сухаланă. Лесничество директорĕ Дамир Юнусов вут-çулăма сÿнтерес енĕпе тумалли ĕçсене йĕркелесе тăнă. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан, медицина, газпа тивĕçтерекен службăсем те хăйсен техникипе вăхăтра пынă.

Пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлени вăрман çывăхĕнчи "хĕрлĕ автана" алхасма паман. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев вĕренĕве пĕтĕмлетнĕ чухне çапла каланă:

– Çакăн евĕрлĕ вĕренÿ тренировкисем чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан тумалли ĕçсене тĕрĕс те хăвăрт пурнăçлама, çавăн пекех ăна пĕтерме мĕнле хатĕрленнине тата кăлтăксемпе проблемăсене вăраха ямасăр пĕтерессине хаклама май параççĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика