АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен уявне паллă тунă

30 мая 2012 г.

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне халалласа Вырăскас Пикших ялĕ çумĕнчи "Колос" кафере уяв каçĕ иртнĕ. Ĕçченсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, социаллă аталану пайĕн секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева, культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ З.Николаева, ял тăрăхĕсен тĕп Культура çурчĕн директорĕ О.Микушина килнĕ.

Ушанар библиотекин заведующине Т.Андреевăна тата Карăклă библиотекарьне Л.Васильевăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Уявра илемлĕ юрăсем янăранă. Библиотека ĕçĕпе çыхăннă хаваслă вăйăсем, конкурссем, ташăсем, шÿтсем зала савăнăç шевлипе çутатнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика