30 мая 2012 г.
Вăрăмпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 102 ача пĕлÿ илет. Вĕрентекенсем вун иккĕн. Директорĕ – И.Н.Антонова. Çĕртме уйăхĕнче 14 ача тăван шкулпа сыв пуллашĕ. Класс ертÿçи – Н.В.Яковлева. Вĕренÿ отличникĕсем – Карина Яковлевăпа Таня Леонтьева. Пĕтĕм çĕршыври пекех эрне кун тăххăрмĕшсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Умра – экзаменсем.
Классемпе пĕр рете тăрса тухнă ачасем, вĕрентекенсем, ял çыннисем, ача садне çÿрекенсем çак шкула вĕренсе пĕтерекен, капăр тумлă яшсемпе хĕрсене алă çупса кĕтсе илчĕç. Юлашки шăнкăрава халалланă линейкăна Ника Александровăпа Эдик Яковлев мероприяти уçăлнине сăвăласа пĕлтернĕ хыççăн шкул директорне И.Н.Антоновăна сăмах пачĕç. Ирина Николаевна экзаменсене кĕртни çинчен хатĕрленĕ протокола, унти списока вуласа пачĕ, ăнăçу сунчĕ, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме сĕнчĕ. Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, Вăрăмпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Маслова пĕтĕмĕшле пĕлÿ аттестатне илме хатĕрленекенсене ăшă сăмахсем каласа кăмăлĕсене çĕклерĕç. Е.Александрова, И.Петрова тата С.Яковлева вĕрентекенсене ачисене пĕлÿ, тĕрĕс воспитани панăшăн хĕрÿллĕн тав турĕç.
Микрофон умне пĕр-ремĕш класра вĕренекен Юра Петров тухрĕ. Сăвă вуланă хыççăн Юрий Шатунов репертуарĕнчи, халăх хушшинче анлă сарăлнă "Детство" юрра илемлĕ сассипе юрласа ячĕ. Иккĕмĕш килпе сыв пуллашакансем, вĕсен хушшинче Юрăн пиччĕшĕ Андрей та пур, пĕчĕк артист çине ăшă куçсемпе пăхса, кăмăллă пулнине пĕлтерсе йăл кулă шевлипе çиçрĕç. Юрăпа пĕрле пĕр класра ăс пухакан Женя Яковлева Алла Пугачева репертуарĕнчи "То ли еще будет" юрăпа савăнтарчĕ. Юрă саламĕсем хыççăн вĕренсе тухакансене "Выпускник" тесе çырнă хĕрлĕ хăюсем çыхса ячĕç.
Ача сачĕн воспитателĕ С.Фомина хăйĕн "чĕпписене" лапам варрине илсе тухрĕ. Пĕчĕкскерсем хитре сăвă вуларĕç, хаваслă ташă ташларĕç.
Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем вĕрентекенсене тав сăмахĕсем каларĕç, чечексем пачĕç, вĕсемпе вальс ташларĕç, вĕсен ячĕпе юрăсем юрларĕç.
Карина Яковлевăпа Андрей Петров пĕрремĕш класра вĕренекен Юра Петровпа Анжела Максимовăна çавăтса тухрĕç. Часах чуна хускатса йĕс шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ. Пĕтĕм шкул савăнăçпа çиçекен, хушăран самантлăха тунсăх ытамне кĕрсе ÿкекен 14 яшпа хĕр валли сыв пуллашу юрри юрларĕ.
В.АЧЧА.