25 мая 2012 г.
Улшăнусем кĕртесси çинчен
Юн кун район депутачĕсен Пухăвĕн XVIII ларăвĕ иртрĕ. Депутатсем виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, службăсемпе пайсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне халăхпа сÿтсе явасси çинчен район администрацийĕн юридици службин секторĕн заведующийĕ М.Васильева тухса калаçрĕ. Вăлах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлассине кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ" саккун проекчĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Политикăн çитес вăхăтри улшăнăвĕсем мĕнпе çыхăнни çинчен тĕплĕнрех пирĕн хаçатăн 2-мĕш страницинче пичетленнĕ "Политика тытăмĕнчи улшăнусем" статьяна вуласа пĕлме пултаратăр.
Ачалăх фестивалĕ
Уçырмари культура çуртĕнче Раççей историйĕн çулталăкне халалласа районти ачасемпе çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсемпе организацийĕсен фестивалĕ иртнĕ. Унăн программине район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова йĕркелесе ертсе пынă.
Фестиваль ача-пăча пĕрлешĕвĕсен командисем хăйсемпе паллаштарнипе пуçланнă. Малалла "Туслăх карти" вăйăсен программи пулнă. Çамрăк художниксем тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа асфальт çинче ÿкерчĕксем тунă. Мероприяти илемлĕх пултарулăхĕн номерĕсемпе вĕçленнĕ.
Фестиваль çĕнтерÿçи – Чакаç шкулĕнче вĕренекенсен "Шкул республики" организацийĕ (ертÿçи А.Долгова). Иккĕмĕш вырăнта – Янкăлч тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсенчи "Изумруд" тата "Çамрăклăх" пĕрлешÿсем (ертсе пыракансем А.Силодоровăпа Р.Ефимова), виççĕмĕшĕнче – Шăхасан тата Хучел шкулĕсенчи "Фантазерсем" тата "Асамат кĕперĕ" организацисем (ертÿçисем Т.Ивановăпа Т.Степанова).
Çветтуйсен ÿтне илсе килнĕ
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ Ю.Петров Мускавра пурăнать. Тăван тăрăха час-час килсе каять вăл. Нумаях пулмасть Юрий Николаевич ентешĕсем валли нихăçан манăçми ырă та сăваплă ĕç тунă: ялти Хусан Турă Амăшĕн тата Çĕнтерÿçĕ Георгий чиркĕвне христиан чиркĕвĕн çветтуйĕсен ÿчĕсене пĕчĕк арчасемпе илсе килессине йĕркеленĕ. Çветтуйсен ячĕсене йăнăшас мар тесе вырăслах пичетлетпĕр: преподобный Сергий Радонежский Чудотворец, Тихон Патриарх Московский, Равнопостольная Мария Магдалина, преподобный Максим, Игнатий Брянский, Григорий Богослов.
Çветтуйсен ÿчĕсене илсе килекенсене яла кĕнĕ çĕрте тĕне ĕненекенсем кĕтсе илнĕ. Малалла пурте пĕрле чиркÿ еннелле хускалнă. Вĕсен çумне шкул ачисемпе ял çыннисем хушăннă. Чан янăравĕпе çветтуйсен ÿчĕсене храма илсе кĕнĕ. Вĕсене чи малтан ачасем пуç тайнă. Чиркĕве пынисем хушшинче Гурий архимандрит та пулнă.
Лайăххипе юнашар япăххи
Ятарлă комисси, унăн составĕнче – район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Тямина, полицин участокри уполномоченнăйĕ А.Григорьев, Ачча ял тăрăхĕн специалисчĕ Э.Иванова, Йăлмачча ялĕнче тирпейлĕхпе хăтлăх, пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнле лару-тăрура пулнине тĕрĕсленĕ.
Лаштра йăмрасем, ял çумĕнчи ката тавралăха илемлĕ сăн кĕртеççĕ. Юлашки вăхăтра çурт лартакансем йышланнă, юсаса йĕркене кĕртекенсем те сахал мар – кашниех лайăхрах пурăнас тесе тапаланать. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсене хăтлăх кÿрекен пуçаруçăсем те пур. Çакăн пеккисенчен пĕри – А.Никифоров. Анатолий Никифорович пĕве хĕррине машина покрышкисенчен акăшсем касса кăларса вырнаçтарнă, вĕсене шурă тĕспе сăрланă, юнашарах сăрă-хăмăр упа куçа илĕртет. Икĕ йывăç хушшинчи вĕрлĕк çине çакса янă йывăç ещĕксем çинче чечексем ÿсеççĕ.
Лайăххипе пĕрле кăмăла пăсаканнисем те тĕл пулчĕç. Хăш-пĕр урамсем строительство материалĕсен склачĕсем тейĕн: хăйăр, вак чул, кивĕ кирпĕч куписем, хуçалăхра кирлĕ ăпăр-тапăр тата ытти япаласем сапаланса выртаççĕ. Мăшкăлтăк шывĕсене тухса тăкма именсе тăманнисем те пур-ха. Вĕсем тахçан тирпейлĕхĕпе кăмăла çĕкленĕ урамсене илемсĕрлетсе хунă. Унсăр пуçне çак стройматериалсен хуçисем "арендăланă" вырăнсемшĕн пĕр пус та тÿлемеççĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.