АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен çулĕпе

25 мая 2012 г.

Асатте юмах-халапĕнчен

Илтнĕ эпĕ паттăрсем

çинчен,

Пулнă имĕш Улăпсем вĕсем.

Çав йăхран эпир те –

чăвашсем.

Харсăр пулнă пирĕн

несĕлсем,

Ирĕке юратнă тет вĕсем.

Пусмăра нихçан та

парăнман –

Çивĕч хĕç çĕкленĕ, пуç

тайман.

Хÿтĕленĕ савнă çĕршывне,

Пуçĕ пĕтнĕ – юлнă ячĕсем.

Вĕсене мухтаççĕ юрăсем,

Сăвăсем, легенда-халапсем...

х х х

Пилĕк-ултă ĕмĕр каялла

Сарри паттăр пулнă

чăвашсен.

Ун чух тÿснĕ халăх мăшкăла

Хусан ханĕн мăн

эшкерĕнчен.

Сарри тунă халăхшăн ыр ĕç:

Çитнĕ вырăссен тĕп хулине.

Виççĕмĕш Василий

патшаран

Ыйтнă пулăшма чăвашсене.

х х х

Мининпа Пожарский ячĕсем

Манăçмаççĕ халăх асĕнче:

Çăлчĕç Мускава поляксенчен,

Вилĕмрен хăтарчĕç Раççее.

Вĕсемпе пĕрле Пăрттас чăваш

Хăйĕн паттăр, вăйлă çарĕпе

Кремльтен хÿтернĕ çич юта,

Çĕршывран тасатнă

тăшмана.

х х х

Стенька Разин çĕклесен

пăлхав,

Хутшăннă чăваш унта хастар.

Халăхăм упрать паян асра

Паттăра – Искеев Пайтула.

Янтуш чăвашĕпе пĕрле –

Емайтин ывăлĕ Тутимĕрпе –

Вĕсем çитеççĕ Чĕмпĕре

Патша çарне хăюллăн

çĕмĕрме.

х х х

Çĕр çул иртсен – каллех

пăлхав,

Емелька Пугачев ярать

йыхрав:

Кĕрешĕве çĕклемелле,

Улпутсене пĕтермелле!

Çĕршер çарпуçĕ чăвашра:

Нехей, Савкилта, Хусанкка,

Пике-çарпуçĕ Укаслу... –

Юхтарнă ирĕклĕхшĕн юн.

х х х

Чăваш кĕрешнĕ французпа,

Икĕ ĕмĕр иртрĕ унтанпа.

Тăван çĕршывăн вăрçинче

Пайтах чăваш тухать чапа.

Çĕрпÿ уесĕн Шăхаль ялĕ

Маттур Гаврил Федорова

Вăрçа ăсатнă çапăçма,

Пилленĕ сыввăн таврăнма.

Чăваш арĕ Иванов Степан

Француза ниçта та парăнман:

Бородино, Смоленск е

Вильно –

Вăл тăшмана аркатнă вирлĕ.

Захар Семенов –

Ассакассинчен,

Илнĕ медаль фельдмаршал

аллинчен.

Пĕлет ăна Мускав, Париж,

Паллать Смоленск тата

Берлин.

Ваçлей Григорьев салтака та

Урпаш ăсатнă Мускава

Тăван çĕршывшăн çапăçма.

Унтан – вăл çитнĕ Парижа.

Ахаль салтак, маттур чăваш,

Çапăçура пулман йăваш.

Вăл тивĕç пулнă медале,

Кĕç илнĕ офицер ятне.

х х х

Вĕçсе иртеççĕ ĕмĕрсем,

Çулсем хыçа тăрса юлаççĕ,

Анчах та паттăрсен ятне

Паян та юрăсем хываççĕ.

Эп Улăпа та, Пăрттаса та

Хам ĕмĕрте курман, илтмен.

Эп Минина та, Разина та

Чăн пурнăçра пачах пĕлмен.

Анчах ман пурччĕ асатте

(Ăна кăштах эп астăватăп).

Ман савнă, паттăр асатте,

Санпа эп питĕ мухтанатăп.

Эс пулнă иртнĕ вăрçăра

Хăюллă, арăслан пек паттăр.

Эс парăнман фашизма,

Яту та юлчĕ сан мухтавлă.

Тупа тăватăп, асатте:

Санăн ятна çĕре ÿкермĕп.

Паттăрсене асра тытса,

Эп утăп санăн çулупа.

Катек вăтам шкулĕ,

9-мĕш класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика