АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул хĕррине кайса пăрахнă

23 мая 2012 г.

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Ачча ялĕ çумĕнчи автоçул хĕрринче 37 çулти арçын виллине тупнă. Йĕрке хуралçисем ăна хĕнесе вĕлернине палăртнă. Уголовлă ĕç пуçарнă. Çак путсĕр ĕçе тума пултарнă çынсене çийĕнчех тытнă. Вĕсем çак ялсемех: пĕри аллăра, тепри çитмĕлте.

Следствин палăртăвĕ çапларах: çак арçынсем Çĕнĕ Аччари пĕр килте эрех ĕçнĕ, пуçĕсем анраса кайсан вăрçма тытăннă, часах харкашу çапăçăва куçнă. Тахăш вăхăтра тивĕçлĕ канури кил хуçи лум ярса тытнă, чи çамрăккине урисенчен темиçе хутчен çапса кĕрт çине ÿкернĕ. Çакăнпа усă курса аллăри арçын аллинчен лума туртса илнĕ те юр çинче выртакана пуçĕнчен темиçе хутчен вирлĕ çапнă. Йывăр аманнă арçын инкек пулнă вырăнтах куçне яланлăхах хупнă.

Хăйсем мĕн тунине ăнланса илсен çак арçынсем явап тытассинчен хăраса вилерен хăпма шутланă. Ăна çул хĕрринчен пĕр 120 метра кайса пăрахнă. Пакунлисем машина çапса хăварнă тесе шутлаччăр тенĕ ĕнтĕ вĕсем. Анчах та полицейскисене улталайман.

Уголовлă ĕçе пăхса тухса суда ярса панă.

А.ЖУРИН,

следстви уйрăмĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика