АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гаражра пушар тухсан

23 мая 2012 г.

Гаражра пирус туртма, кăвайт хума юрамасть, çавăн пекех çунтармалли, сĕрмелли хатĕрсемпе вараланнă çĕтĕксене тата газ баллонĕсене упрани те вырăнсăр. Гаражри пушара сÿнтерме уйрăмах чăрмавлă, мĕншĕн тесен чылайăшĕ унта çунтармалли, сĕрмелли материалсем упрать.

Пушар тухрĕ пулсан пĕр тăхтаса тăмасăрах пушар хуралĕн ĕçченĕсене шăнкăравласа пĕлтерĕр, кÿршĕсенчен тата иртсе пыракансенчен пулăшу ыйтăр. Вĕсемпе пĕрле автомашинăна гаражран тĕртсе тухма тăрăшăр. Вут-çулăма ытти гаражсем çине куçса кайма ан парăр, вут чĕлхи конистрсем тата баллонсем патне çывхарасран сыхланăр, взрыв пулма пултарать. Пушара огнетушительпе, хăйăрпа, шывпа е юрпа сÿнтерĕр.

Эсир хăвăр гаража страхланă пулсан тăкаксене саплаштармашкăн пушар хуралĕн ĕçченĕсенчен ятарлă документсене илсе юлма ан манăр.

С.ВОЛКОВ,

стажер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика