23 мая 2012 г.
Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç
Каçма урлă хуллен
тайăлса.
Шăпăртатса çăвать çурхи çумăр
Çĕмĕрт йывăç тăрăх тăкăнса.
Кашни çулах çуркунне çитсессĕн
Тухăр, тăвансем, улма пахчине.
Çамрăк вăхăт асăра килсессĕн
Итлĕр, тăвансем, шăпчăк юррине...
Çурхи садри шăпчăк юрри. Пĕчĕк кайăк темерĕн, хавхаланса, мăнаçланса шăрантарать юррине. Ывăннипе-ши е вăл та пирĕн пекех тарăн шухăша путать – пĕр вăхăт шăпланать те каллех пĕр чарăнми юррине таврана янратать.
Юх, юх, эс, юрă! Юрă – пурнăç илемĕ, юрă – кун-çул çути, юрă – чун йăпатмăш, юрă – аса илÿ çăмхи.
Ту çине хăпар таврана курма.
Алла туя тыт тайăнса тăма.
Ача-пăча ту хăвна савăнма.
Умна саппун çак куççульне шăлма.
Чуна ирĕке ярса юрлать Клавди инке пÿрт тулли тăван пуçтарăнсан. Пĕччен чух та куççульне шăла-шăла ĕнерлет вăл чун йăпатмăш юррине. Эх, хĕрарăм чĕри. Савăннă чух та куççульне хĕрхенмест, хуйхи-суйхи те куçсене типме памасть. Ĕмĕр тăршшĕпе мĕн чухлĕ шăпăртатать-ши; Ун виçине кам пĕлет-ши; Пурăнса ирттернĕ вăрăм, çав вăхăтра ытла кĕске ĕмĕре те куççуль витĕр аса илмесĕр çук.
Кăçал, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Клавдия Лукинична Степанова 82 çул тултарать. Вăрнар районне кĕрекен Çĕн Сăрьелте çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕ колхоз бригадирĕнче ĕçленĕ, вăрçă пуçлансан председатель "тилхепине" тытса пынă.
– Атте колхоза кĕрсен анне фермăна ĕçе вырнаçнă. Вăл ĕне сунă, эпĕ пăру пăхаттăм. Кунĕн-çĕрĕн фермăра тăрмашнă. Ял çыннисем ĕне çитерме вăрмана çÿренĕ, унта та савăнсах чупнă.
1943 çул пуçламăшĕнче Клавдия ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Вăл чÿк уйăхĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ тесе хут килнĕ. Çав йывăр самант паянхи кун та асран тухмасть.
– Анне кĕлте кÿрет (колхозри ĕçсем вăрçă çулĕсенче час пуçтарăнман). Ял советĕнче атте вилни çинчен хут килнине пĕлтерсен, каç пулса килнине пăхмасăр, аннепе лаша кÿлсе Шăхасана вĕçтертĕмĕр. (Эх, айвансем, тепĕр кунхине те çитсе килме пулнă-çке). Пирĕн пата çар тумĕ тăхăннă пĕр çÿллĕ арçын тухрĕ. Мĕн ĕçпе килнине пĕлтерсен тăхтамасăрах пире çырăва тыттарчĕ.
Вăрçă çулĕсем – выçăллă-тутăллă кунсем. Ялта кам патне "хура хут" килнĕ – уншăн макăрнă. Фронтран аманнисем таврăнсан вĕсене курма чупаттăмăр. Ялĕ пысăк пулман: инкекпе асап пурне те пĕр çемьене пĕрлештернĕ.
Ача-пăча куççулĕ хăвăрт типнĕ. Ĕçпе пурăннă, ĕçре савăнăç тупма пĕлнĕ. Шкулта та Клавдия аван вĕреннĕ: "4" тата "5" паллăсем çеç илнĕ. Туçи Çармăсри шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренес ĕмĕтпе Вăрнара кайнă. Анчах та пĕр уйăх вĕреннĕ хыççăн техникума пăрахма тивнĕ. Амăшĕ килте пĕччен, ĕçлекен ал кирлĕ, укçи-тенки енчен те хĕсĕк пулнă. Клавдия каялла фермăна вырнаçнă. Хаяр вăрçă çутă малашлăха хупăрланă, çирĕпленмен çунатсене ирĕккĕн сарма паман.
Анчах çеçке çуракан çамрăклăх чуна ăшăтмасăр тăма пултарайман. Вăй-хăватпа тапса тăракан чĕре ывăннине туйман. Каç пулсан вăййа васканă. Çамрăксем пĕр картана пуçтарăнса çур çĕр иртиччен ян-ян! юрă таврана шăрантарнă. Радио тата телевизор пулман ун чухне. Савăнăçа юрăра тупнă.
Ачăлташпа мăчăлташ
Пирĕн пахчара ÿсет вăл.
Тулли питлĕ сарă хĕр
Пирĕн ялта ÿсет вăл, –
аякранах янăранă Клавдин уçă сасси. Шкулта вĕреннĕ чухне музыка урокĕсенче ăна чи малтан юрă пуçлаттарнă.
Вдоль деревни от избы
Зашагали торопливые столбы.
Загудели, заиграли провода,
Мы такого не видали никогда.
Паянхи кун та çак юрă сăмахĕсем пуçра. Ача чухне мĕн юписем çинчен юрланине пĕлмен, свет юписем пулнине çитĕнсе çитсен çеç ăнланнă.
Клавдия Степанова турă çырнине вăйăра мар, Ачча пасарĕнче тупнă. Паллаштарнă тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Яштака çÿллĕ салтак хĕр чĕрине пĕрре курсах тыткăна илнĕ. Кĕçех ушанарсем хăтана килессине пĕлтернĕ. 1951 çулта икĕ çамрăк пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Николай Степановичпа Клавдия Лукинична 5 ача: 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ятне хисепре тытаççĕ. 13 мăнукĕпе вĕсен 9 ачи куç тулли савăнăç кÿреççĕ.
Клавдия Лукиничнăн мăшăрĕ çумра çук, çемье ăшшине вăл пĕччен упрать, пурнăç илемне ачисенче курать. Мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнăскер, паян та хаçат-журнал çырăнса илет, вырăсла та, чăвашла та юратсах вулать. Чунри йывăр шухăшсене те сирет кĕнеке, ыйхă килмен чухне те вăхăта кĕскетет.
Кун каçа ун аллинчен ĕç каймасть. Ĕмĕр тăршшĕпех йывăр ĕçе хăнăхнă алăсем паян та ĕç патнех туртăнаççĕ. Колхоз бригадинче те тырă вырса ăна çитекенни сайра пулнă.
Клавдия Лукинична – вăрçăпа ĕç ветеранĕ. Шел, вĕсен йышĕ кунран-кун сайраланса пырать. К.Степанова пек пархатарлă хĕрарăмсем пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ. Вĕсем чун-чĕрепе парăнса ĕçленĕ, вăй-халне шеллемен, канăçлăх пĕлмен. Ăçтан вĕсен çавăн чухлĕ вăй-хăват, пысăк юрату тата чун хавалĕ;
И.ТЕРЕНТЬЕВА.