АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çул кĕнеки

23 мая 2012 г.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Эпĕ вулакансене сĕнекен çак хайлав пысăк мар: вăл тăватшар йĕркеллĕ 50 çаврăмран тăрать. Сарăмсăр вилсе кайман пулсассăн, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Канаш тăрăхĕн мухтавлă та сумлă çынни Александр Ильич Владимиров 50 çул тултармаллаччĕ. Ăста та пултаруллă редактора, сăвăçа тата журналист-публициста хăрушă вилĕм тăван килĕ çывăхĕнчех сыхласа тăнă-мĕн, çав кун вăл, Шупашкара ĕçпе кайнăскер, шĕкĕр Канаш хулине çитсессĕн юратнă мăшăрĕ патне васканă, анчах хваттерĕн алăкне уçса кĕме пÿрмен ăна... Пысăк çухату кÿрсе хăварнă суран мĕн паянчченех чун-чĕрене ыраттарса тăнине куççуль витĕр çыратăп. Хайлавăма çывăх ĕçтешĕмĕн, хаклă тусăмăн сăрхăнса тухакан хÿхлевĕ çинче йĕркелерĕм.

Манăн тăватă йĕркеллĕ пĕр сăвă пур:

Илекенпе сутакана тĕл пултарать пасар.

Кайран вара çав çынсенех вырăн парать масар.

Пĕр шутласассăн, çут тĕнче, эс улшуçах иккен:

Пире кун-çул пиллетĕн те унтах туртса илен.

"Кун-çул кĕнеки" поэма Александр Владимиров пасара каяс шухăша ăша хывнипе вĕçленнипе тĕлĕнме кирлĕ мар. Сăваплă та таса тÿпере çÿрекен тусăмăрăн чунĕ пире, пасар тĕнчинче пурăнакансене, кирек хăçан та сыхă пулмаллине ас тутарса ĕмĕр çулне малалла хывать...

1

Çуралнă эпĕ сарă кĕркунне,

Сар акăшсем ăсаннă ăш енне.

Чăваш ятне çÿлте тытса ÿсмешкĕн

Мана пилленĕ аттепе анне.

2

Хĕвел, пуç тăрринчех

чарăннăскер,

Персе ярсассăн йăлтăркка пÿске,

Сăпка юррисемпе йăпаннă

майăн

"У-а!" тесе çеç кăшкăрнă пепке.

3

Мĕн пĕлнĕ эпĕ, пĕчĕк чăмăркка,

Тапкаланса выртан çара пакка;..

"Çĕн кайăк килнĕ!" – ыр хыпар

саланнă

Килтен киле кĕрсе пит аякка.

4

Хуйха-суйха пĕлмен ача сасси

Вăратнă пуль сана, Яманкасси.

Кил хуçисем хăна-вĕрле

пуçтарнă,

Вĕсен пĕр шухăш пулнă –

"çăвасси"...

5

Сĕтел тулли ĕçме-çиме пуртан

Киленнĕ пурте пĕтĕм кăмăлтан.

Сăпка умне тăрса мана та сĕннĕ:

"Сашук, тăрсам! Мĕн пашкаса

выртан;"

6

Кунта кирлех-ши пĕтĕмпех

çырма;

Пултарĕ ку çынна йăлăхтарма.

Çакна кăна хушам: темле

пулсан та

Аслисене питех эп пăхтарман.

7

Çапла вара кунсем-çулсем иртсе,

Хыçа иртсе пырсассăн

вĕлтлетсе,

Эп пĕр ирпе, пысăкланса

кайсассăн,

Путайнă шухăша теме кĕтсе.

8

Вара каланă: "Ялăм, сывă пул,

Вăхăтлăха, савниçĕм, мансăр юл!"

Ентешĕмсен пилне çĕре ÿкермĕп

Инçе кайма ыйтсан чĕнÿллĕ çул.

9

Тăвăрланать тăват кĕтеслĕ çурт,

Пĕрех унран хакли нимскер те çук.

Çунатлă ĕмĕтсем çиçсе

тăрсассăн

Мĕнле хитре эс, ытарми кун-çул!

10

Романтика янравĕ тасаран

Ун юррине юрлам-и тăсарах;

Юлхавлăхăм, алăк вĕçнех

юлсамччĕ, –

Çула каятăп эпĕ сансăрах.

11

Канмашкăн памĕ чун-чĕре çунни:

Мĕн чухлĕ çырнисем, картса

хуни!

Йăлтах çитмесĕр лăплану

тупаймăп, –

Ара, юнпа хресчен эп, ял çынни.

12

Вăтанчăк туйăмлă юратуран –

Хама куç пăвнă шухă Музăран

Пĕр шит хăпмасăрах

çÿренĕрен-ши

"Поэт" ятне те илтрĕм ял-йышран.

13

Кĕрешекен вăл çĕнтерме пĕлет.

Мемме пек ан çемçелччĕ эс, поэт.

Калем хĕмне сапмашкăн

тытăнсассăн

Пĕр харăс килĕç чыс-хисеп,

тивлет.

14

Ман пур-ши пархатар;

Кун хуравне

Тупасшăнах кĕскетĕп каçсене:

Çут çăлтăрсен туйне

сăнанăçемĕн

Шухăшсене ÿкерĕп хут çине.

15

Пĕлетĕп: кутăнлашĕ хушăран

Пегасăм – тарса кайĕ çумăмран.

Ăна шыра-шыра ыйха çухатăп, –

Тупсан вара хăвармăпах хамран.

16

Пĕлетĕп: яланах ырри çумне

Усал хăват пек тăратать хăйне.

Унран эп хăраса пуçа усап-и; –

Май килтерсе хуçатăпах мăйне.

17

Пĕлетĕп: туслăха çĕнен вăй çук,

Ун пĕрлĕхне çирĕплетер ку чух.

"Суятăн-çке", – тесе палкан

пулсассăн,

Çумна пырса та лармăп, ăçтиçук!

18

Тупа тăватăп Турă умĕнче,

Тупа тăвап ял-йышăм умĕнче,

Хама ытарайми тĕнче пилленĕ

Аттепеле аннеçĕм умĕнче.

19

Йывăрлăхсем тухсан

шикленмĕп эп,

Çил-тăвăл витĕрех çĕкленĕп эп.

Çуталакан тĕллев патне

çитмесĕр

Сехет çине пăхма именĕп эп.

20

Саватăп эпĕ вутлă тухăçа,

Вăл пĕтĕмпех вăрларĕ канăçа.

Чи тĕрĕс çынсемпе кăна пайласчĕ

Мĕн пур хуйха-суйха та савнăçа.

21

Эп пурнăç пăрнăçне тÿрлетекен

Пулса чи тарăн авăра сикем.

Ыр шанăçпа тулса шăранччăр

манăн

Кашни сăмахăмпа кашни йĕркем.

22

Ăшрах тытам кăварлă Çеçпĕле,

Ниме пуçтарăнсан чĕнем пĕрле.

Вăл курнă-тÿснĕ терт-асап, нуша

çеç

Хухми-чакми ан тухчăр ман тĕле.

23

Лăпкать уяр çанталăк кăмăла,

Çил майлăн систерет: "Тĕлле

мала!"

Эп çиле хирĕç те утма пултарăп, –

Ÿксессĕн те пуç çапмăп çăмăла.

24

Хирĕçлеме те пăхĕ вулакан:

"Вăт тупăннă пире ăс паракан.

Малтан ăсталăхна туллин

кăтарт та

Кайран тин пуплĕн çавăн пек

якан..."

25

Тытатăп та кун-çул кĕнекине

Хаш-хаш! сывлатăп эп çине-çине:

Хыçри çула çеç тĕплĕн çутатать

вăл,

Вăрттăнлăхра тытать пулассине.

26

Пĕлмешкĕн пÿрменни, тен,

лайăх та;

Шуйттан кĕтсе тăрать хăш

кукăрта;

Хăш кĕтессе пуçа чикес чухне-ши

Сăнни ун пырса тивĕ кăкăртан;

27

Мĕскершĕн икĕ тĕрлĕ эс, шăпа:

Пĕрре – кисревлĕ, тепре чух –

шăпах.

Пĕрре – кĕрекене лартса

сăйлатăн,

Тепре – çапса яратăн хулăпа.

28

Пĕр шутласан, кун-çул, ултавлă

эс:

Пĕрре – пит ырă та, тепре –

тÿрккес.

Çак пăтрануллă юхăмран

тухмашкăн

Шайлаштару тупма мĕнле пĕлес;

29

Эккей, мĕн-ма иккĕленсе тăрас; –

Умри çула пăрăнчăкран пăрас,

Çĕре ансан усал-тĕсел "десанчĕ"

Ăна хăйне йăнăш çулпа ярас...

30

Айванлăхран та

çăмăлттайлăхран

Хăпас тесе ăс ыйтрăм халăхран.

Эп çавăнпа хама маттур туятăп:

Сĕнксе-çĕтсе çÿремĕп шурлăхра.

31

Вĕрентĕм кĕске ĕмĕр тăршшĕпех,

Туссем, пулас тесе çынпа çын пек.

Ăсчахсене пÿлмесĕрех итлерĕм:

Вĕсен ăс-тăнĕ – кивелми

конспект.

32

Тавах сана, шĕкĕр хула – Канаш!

Ху алăкна яр! уçрăн та, малаш

Умра сенкерленсе çуталчĕ

яшшăн:

"Йăлтах кăтарт хăвна. Ан

турткалаш!"

33

Тăнларăм çав пиле. Çавна пула

Сиккипелех пуçларăм хам çула.

Ентешĕмсем ăш сăмахсем

каларĕç

"Канаш ене" тытса вула-вула.

34

Мĕн чухлĕ очерк, сăвă çавăнта

Ку таранччен тухман-ши çапăнса!

Мĕнле телей! Хаçатçă тата сăвăç

Чĕри юрлать пулсассăн савăнса.

35

Редакци çурчĕ тăван кил пекех

Туйăннине сисетĕп тек-текех.

Тем пысăкăш укçа купи парсан та

Урăх ĕçе суйламăп пур пĕрех.

36

Ку вырăн маншăн Меккăпа пĕрех:

Ăсталăхăм хĕвелленсе хĕрет.

Ĕçтешĕмсем ăмсанччăр та

ятлаччăр:

Шырамăп пурлăх сĕнекен

черет.

37

"Канаш енре" эп тупрăм кирлине:

Чăмайрăм пуçĕпех "ĕç кÿллине".

Пĕтĕмлетмешкĕн вăхăт çитрĕ

мар-и; –

Эп тивĕç пулăп-ши Чыс паллине;..

38

Памасть-çке лăпланма пĕр ĕç

мана,

Темле пулсан та, тумаллах ăна:

Тăван ялтан вăрçа кайса пуç хунă

Паттăрсене юрамастех манма.

39

Ăçтан çĕнтертĕр вĕсене тăшман

Персессĕн те – салтак вилмест

пулсан,

Шывра путман, вутра çунман

çынсемшĕн

Салют пек Çĕнтерÿ тĕллев

пулсан;..

40

Вĕсен ячĕсене упрас тесе

Темиçе çул тар тăкрăм тимлесе.

Эх, сая кайĕ-ши вара çак

"пурлăх"; –

Кăлараймарăм кĕнекелесе.

41

Хам тăрăшсан та Турă пулăшсан

Тата ял-йышăн куçĕнчен пăхсан,

Ларăнмаллах гранит пек çирĕп

"палăк":

Яманкасси, çавна шанса тăрсам!

42

Çырсаттăм эп тĕтреллĕ ирхине

"мана çуратнă сарă кĕркунне".

Ку йĕркесен çумне хушса

хурам-и:

"Выртма, мĕн, тивĕ çулçăсем

çине".

43

Саралнă çулçăсем вĕлтĕртетсе,

Ула-чăла тĕспе чĕлтĕртетсе

Чÿхеннĕ май çĕре хитрен

тĕрленĕ

Чухне, тен, выртăп тупăка кĕрсе;..

44

Тек ним те кирлĕ мар. Канса кăна

Выртайнă вăхăтра ман ыйхăна

Пике пек йăрăс хурăнсем

сыхлаччăр.

Туссем килсе çÿреччĕр хăнана.

45

Эп ĕçсĕр тĕмсĕлсе йÿтенĕскер,

Çăтмах пахчийĕнче çÿрекенскер,

Алла калем тытма май

тупăннишĕн

Пуса каччи пек хĕпĕртĕп çав тер...

46

Эп ÿсрĕм Вăрăм шывĕ хĕрринче,

Ырлăхпала татулăх хушшинче.

Çавна шута илсессĕн, манăн

ĕмĕр

Татăлас çук. Çапла вĕт, Çут тĕнче!

47

Ак çитсе тăтăм ĕмĕр варрине...

Сире, тус-тăвансем, кĕрекене

Лартсах ун чух йÿççипеле

хăналăп,

Вуланă май кун-çул кĕнекине.

48

Мĕскер вăл аллă; Çирĕм пиллĕке

Икке хутланипех вăл пулать-çке.

Апла тăк, пурăнар-ха тепĕр Аллă!

Çак сăлтавпа çĕклемеллех черкке.

49

Ĕç-пуçăм мăй таран. Тăван хаçат

Вулаканпа йĕркеллĕн "калаçать".

Пур çыннăн та чунне

çырлахтармашкăн

Йывăррипе шур пуçăм усăнать...

50

Паян та каймалла Шупашкара,

Лартаççĕ ĕнтĕ мăн канашлура...

Унтан таврăнсанах, кăшт

пушансассăн

Мăшăрăмпа çитесшĕн пасара.

Йĕпреç – Çĕнĕ Шуртан – Яманкасси.

2012 çулхи çу уйăхĕн 9-10-мĕш кунĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика