АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çарпа спорт вăййисем вĕçленчĕç

25 мая 2012 г.

Юн кун районти çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" юхăмĕн виçĕ куна пынă финалти вăййисем вĕçленчĕç. Ăна савăнăçлă лару-тăрура хупнă ятпа ирттернĕ парада район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та килчĕ.

– Çарпа спорт вăййисем кăçалхипе 44-мĕш хут иртрĕç. Вĕсем, паллах, сирĕн асăрта ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕç. Палаткăсенче çĕр каçни, кăвайт çинче пĕçернĕ тĕхĕмлĕ апат, кăкăр тулли уçă та сиплĕ сывлăш, лăпкăн юхакан Кĕçĕн Çавал шывĕ, çĕрлехи тĕпсĕр тÿпере пĕр-пĕринпе куç хĕсмелле вылякан çăлтăрсем, çĕнĕ туссем, тепре тĕл пуличчен тесе уйрăлни – яшлăхăн асамлă та манăçми саманчĕсем. Спортпа сывлăхăра çирĕплетсе, ÿт-пĕвĕре пиçĕхтерсе Тăван çĕршывăн, аçăр-аннĕрĕн, çывăх тăванăрсен шанчăклă хÿтĕлевçисем пулма хатĕрленĕр. Экзаменсене ăнăçлă тытса пурнăçра хăвăрăн вырăнна шыраса тупăр, тĕрĕс çул суйласа илсе çирĕп утăмсемпе малалла талпăнăр. Сывлăхлă пулăр! – терĕ Владислав Васильевич.

Çавăн пекех сывпуллашу сăмахĕсем район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи В.Ильин, çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Наймушин каларĕç, яшсемпе хĕрсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пуласса шаннине пĕлтерчĕç.

Конкурссенче çĕнтернĕ командăсене, пăшал персе, турник çинче ал вăйĕпе туртăнса, кĕлеткене çĕклесе, кросс чупса мала тухнă уйрăм армеецсене район администрацийĕн, вĕренÿ управленийĕн, ДОСААФăн хулапа районти автошкулĕн, районти ДОСААФ организацийĕн, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн, пушар хăрушсăрлăхне сăнаса тăракан инспекцин дипломĕсемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç.

Акă пăлхануллă, çав хушăрах евĕклĕ самант та çитрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов çарпа спорт вăййисенче мала тухнисене пĕлтерчĕ, çамрăк армеецсен отделенийĕсен командирĕсене чĕнсе грамотăсем пачĕ. "Зарница" ушкăнĕнче Шуркасси вăтам шкулĕн армеецĕсем çĕнтерчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Карăклă тата Уçырма шкулĕсен воспитанникĕсем йышăнчĕç. "Орленок" ушкăнра чи нумай балл пухаканни – Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем. Шăхасансемпе катексен иккĕмĕш тата виççĕмĕш кăтартусем.

Республика çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Наймушин подполковник команда панипе çамрăк армеецсен отделенийĕсем строй юррипе утса вăйăсене йĕркелекенсемпе, хăнасемпе сыв пуллашрĕç.

Республикăри çамрăк армеецсен финалти вăййисем те пирĕн тăрăхра, Кĕçĕн Çавалăн сылтăм çыранĕнчи йăлăмĕнче, июнĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен иртĕç. Район чысне Янкăлч тата Шуркасси шкулĕсен отрячĕсем хÿтĕлеме тивĕç пулчĕç. Ăнăçу вĕсене!

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика