23 мая 2012 г.
Виталий Енĕш писателе алла кĕнеке нихăçан та тытса курман çын кăна пĕлмест пулĕ. Пĕлмесен те, ахăртнех, çак ята илтнех-тĕр. Миçе ăру унăн кулăшла, çав вăхăтрах ăса вĕрентсе калакан произведенийĕсене вуласа ÿсмен-ши;
Виталий Григорьевич Григорьев (Енĕш) пире ентеш пулнăран уйрăмах çывăх. Вăл хамăр районти Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мускавра литературăн аслă курсĕсенче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт Пушкăрт Республикинчи Авăркас район хаçатĕнче ĕçленĕ. "Капкăн" журнал редакцийĕн пай заведующийĕ тата яваплă секретарĕ, Чăваш АССРĕн писательсен пĕрлешĕвĕн литконсультанчĕ, СССР литература фончĕн чăваш уйрăмĕн директорĕ пулнă. 1978 çултанпа В.Енĕш Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ. Вăл ăста прозаик, сатирик, сăвăç, тăлмач. 1972 çулта Виталий Григорьевича "Пушкăрт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Нумай çул Стерлитамак хулинче ĕçлесе пурăннă.
В.Енĕшĕн "Вăтăр пĕр-мĕш мăкăль", "Пĕçерккĕ", "Сĕреке", "Чун кăварĕ" тата ытти кĕнекисем кун çути курнă. Унăн ĕçĕсем пурĕ 15 кĕнекере пичетленнĕ.
Юлашки вăхăтра В.Енĕш Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Автор произведенийĕсем çырнисĕр пуçне Виталий Григорьевич Библие чăвашла куçарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă: Библин 10 кĕнекине, унсăр пуçне нумай тĕн литературине тăван чĕлхене куçарнă.
Çак кунсенче Чăваш наци библиотекинче журналистсемпе ирттернĕ тĕл пулура Пĕтĕм Раççейри "Православиллĕ Русь" обществăлла юхăмăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи, Раççей журналистсен тата писательсен Союзĕсен членĕ Валентин Смирнов Виталий Енĕшĕн кăкăрĕ çине Раççей Патриархĕ Кирилл çветитленĕ "Дело веры" медале çакрĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.