АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕ леш енне тухас текенсене пĕлме

23 мая 2012 г.

Раççей Федерацийĕн гражданинĕ хăйĕн ирĕкĕпе чикĕ леш енне каçмалли паспорта пилĕк çуллăха (ку кивĕ йышши паспорт шутланать) тата вунă çуллăха тутарттарма пултарать, ун çинче электрон информацийĕ упранать.

РФ гражданинĕн чикĕ леш енне каçмалли кивĕ йышши паспорта илес тесессĕн Федерацин миграци службин вырăнти подразделенине каймалла, унта УФМС сотрудникĕсем сире пулăшма тивĕç. Чăваш Енре çĕнĕ йышши паспортпа виза докуменчĕсене тивĕçтерессине Раççейри ФМСăн ведомствăри 5 уйрăмĕ пурнăçлать. Канаш хулинчи уйрăм Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă, унта Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче пурăнакансене йышăнаççĕ.

2010 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен чикĕ леш енне каçмалли кивĕ тата çĕнĕ йышши паспортсене тутарттарас текенсем миграци службине заявление электрон мелĕпе те хăварма пултараççĕ. Çак тĕллевпе вĕсен интернетра www.gosuslugi.ru адреса уçмалла, регистрациленнĕ хыççăн заявлени хăварма пулать. Электрон мелĕпе заявлени хăварнă граждансене черетсĕр йышăнаççĕ.

Енчен те заявление гражданин хăй пурăнакан вырăнтан панă пулсан, паспорта пĕр уйăхра туса параççĕ, енчен те вăхăтлăх вырăнĕнчен пулсан – çак вăхăт тăватă уйăх таранчченех тăсăлма пултарать, вăрттăн информацие вырнаçтармалли тапхăра виçĕ уйăх таранччен палăртнă.

Патшалăх пошлини тÿлемелли çинчен:

- РФ гражданинĕн чикĕ леш енне каçмалли паспортне туса панăшăн – 1000 тенкĕ;

- 14 çула çитмен ачасене туса панăшăн – 300 тенкĕ;

- паспорта улшăнусем кĕртнĕшĕн – 200 тенкĕ;

- электрон информацийĕ упракан чикĕ леш енчи паспăртшăн – 2500 тенкĕ;

- çакăн пек паспорта 14 çула çитмен ачасене туса панăшăн – 1000 тенкĕ.

14 çула çитмен ачасем ытти çĕршыва ашшĕ-амăшĕпе е опекунпа пĕрле тухса çÿреççĕ пулсан вĕсем валли чикĕ леш енне каçмалли уйрăм паспорт тутарттармалла мар. Çак тĕллевпе паспорта ачасене кĕртмелле тата вĕсен фотине çыпăçтармалла. Саккунпа килĕшÿллĕн çакна пилĕк çуллăха паракан чикĕ леш енне каçмалли паспортпа çеç пурнăçлама пулать.

Саккунра чикĕ леш енне каçмалли паспорта кĕске вăхăтра туса памалли условисене те пăхса хăварнă. Сиплев кирлĕ пулсан, çывăх çын йывăр чирлĕ е вилнĕ пулсан заявлени çырнă хыççăн РФ гражданинне тата унпа пĕрле чикĕ леш енне тухакан çынсене виçĕ ĕç кунĕнче туса пама тивĕç (енчен те чикĕ леш енне тухма вăхăтлăх чарман пулсан).

Кĕске вăхăтра паспорт илмешкĕн сывлăх сыхлав органĕнчен чикĕ леш енне сипленме каймаллине çирĕплетекен çыру, чикĕ леш енчи медицина организацийĕ чирлĕ çынна васкавлă йышăнма пултарни çинчен калакан çыру е çывăх тăван йывăр чирлени, вилни çинчен чикĕ леш енчен килнĕ телеграф хыпарĕ кирлĕ.

Электрон информацийĕ упракан чикĕ леш енне каçмалли паспорт "кивĕ" йышшинчен питех уйрăлса тăмасть, унăн титул страници çеç пластикран тата вăл кăшт хулăнтарах. Страница ăшне микросхема вырнаçтарнă, унта ытти информаципе пĕрлех цифра фотовĕ те упранать. Çитес вăхăтра микрочип ăшне вырнаçтаракан информацин переченьне пысăклатасшăн.

Т.ЯКОВЛЕВА,

миграци службин пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика