23 мая 2012 г.
Лидия Ивановна Филиппова Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Малтикас (Çеçпĕл) ялĕнче кун çути курнă. 1974 çулта Çеçпĕл вăтам шкулĕн пĕрремĕш класне кайнă. Шкул пĕтерсен, 1984 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне журналистика енĕпе вĕренме кайнă. Унтан 1989 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнă.
1989-1994 çулсенче Пушкăртстан Республикинче тухса тăракан "Урал сасси" хаçатра куçаруçă, корреспондент, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1994-1997 çулсенче - "Хыпар" республика хаçачĕн вĕрентÿпе ăслăлăх, культурăпа наци политики пайĕн корреспонденчĕ. 1997-1999 çулсенче - "Чăваш Ен" телерадиокомпанин Чăваш радиовĕн информаципе публицистика кăларăмĕсен пайĕн редакторĕ. 1999 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме тытăннă. 10 çул "Ульяновец" хаçатăн тĕп редакторĕ, ЧПУн журналистика факультечĕн доценчĕ пулса тăрăшнă. Хальхи вăхăтра ЧР Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн директорĕ (тĕп редакторĕ). Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ. Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн членĕ. 11 кĕнеке авторĕ.
– Лидия Ивановна, сирĕн çинчен пĕр журналта: "Чунĕпе те, юнĕпе те Чăваш тĕнчин, Чăваш халăхĕн хĕр-упраçĕ вăл. Чăннипех те çапла. Чăваша кÿрентерме памасть. Тăван чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕшĕн савăнать, çитменлĕхĕсемшĕн кулянать, чăваш тени кирлĕ мар чухне те ытлашшипех сăпайлă, тĕрĕсрех, хăюсăр пулнăшăн тарăхса та илет. Чăвашлăхшăн, чăвашăн Çĕнĕ кунĕшĕн чĕрине вута пăрахнă Çеçпĕлĕн ялĕнче çуралса Çеçпĕл сывлăшĕпе çитĕннĕскер, мĕн ачаран мухтавлă ентешĕн "Чăваш ачи, сассуна пар!" чĕнĕвне ăша хывнăскер урăхла пулма, паллах, пултараймасть", - тесе çырнине хумханса вуланăччĕ. Сирте çав ен пуррине эпир те аван куратпăр. Йывăр мар-и кун пек кăмăл-туйăмпа пурăнма;
- Йывăр. Питĕ йывăр тесен те юрать. Юлашки вăхăтра пушшех те. Мĕншĕн тетĕр-и; Ăнлантаратăп. Тĕлĕнмелле пулса тухать - пурăнасса лайăхрах пурăнма тытăнтăмăр, анчах кăмăл-сипет тĕлĕшпе ытла та усалланса, нишлĕленсе каймарăмăр-и-ха; Пĕр-пĕрне нимĕн вырăнне хумастпăр. Кашни чăваш хăйне патша вырăнне хурать. Шел, тронсăр патша.
Çеçпĕл Мишши терĕр. Пролетариат ертÿçи Владимир Ленин çинчен мĕн кăна калаçмаççĕ паян. Кĕçтенттин Ивановăн Нарспине "чыссăр хĕрарăм, упăшкине епле наркăмăш пама пултарнă т.ыт.те" тесе те вăрçать хăшĕ-пĕри. Халĕ акă Çеçпĕлĕмĕр патне çитрĕç пулас, ун пирки темĕн те пĕр пакăлтатаççĕ, çыраççĕ. Унăн ентешĕсем – çеçпĕлсем – ячĕпе: "Тархасшăн, ан тĕкĕнĕр Çеçпĕл Мишши ятне!!!" – тесе ыйтатăп. Акăш-макăш суя гипотезăсем "çуратиччен" вăл тăван литературăшăн, тăван халăхшăн тунă ĕçĕсене аса илĕр. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Ревтрибунала тата юстици пайне 3 уйăх ертсе пыма тÿр килнĕ М.Кузьминăн. Анчах çак пĕчĕк тапхăрта та ăна курайман, хирĕç тăракан, ăна варалама тăрăшакансем çителĕклех тупăннă. Юстици министрĕ тенин паян кун та ĕçĕ çăмăл мар та, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче вара, выçлăх çулĕсенче, мĕн тери йывăр килнĕ ăна! Тен, кăштах чеерех пулнă, хăйшĕн тăрăшнă, лайăхрах тумланас, апатне тутлăрах çиес шухăшпа пурăннă пулсан, тăшманĕсем те сахалрах пулнă пулĕччĕç. Çеçпĕл вара, çамрăклăхне пăхмасăр, питĕ таса та уçă чунлă пулнă-çке!
"Жилищная тройка" ятлă комисси председателĕ пулин те, хăйне валли уйрăм, чаплă вырăн тупас-уйăрас шухăш пулман унăн. Пуянсен кил-çуртне кĕтессĕр, пурăнмалли вырăнсăр юлнă рабочисемпе служащисене вырнаçтарассине тĕп вырăна лартнă çамрăк ертÿçĕ. Амнисти ирттерес, чиркĕве патшалăхран уйăрас, дезертирсене тытас, вăрлакансене, ирĕк памасăр вăрман касакансене, спекуляци тăвакансене явап тыттарас енĕпе ĕçлекен комиссисенче те Кузьмин малта пынă. Тĕлĕнмелле, ăна паян шăпах çакăншăн кураймасть хăшĕ-пĕри, Çеçпĕл Мишшин тасалăхне, сутăнманлăхне ăнланма, йышăнма пултараймасть.
"Ах, мĕн чул ырату та суран..." çырать Çеçпĕл Мишши пĕр сăввинче, ниçта кайса кĕрейми чун-чĕрине çунтарса. Шел, усал вăй тасалăха варалама хăтланать, таса çумне çыпçăнма пултараймасть пулин те, хăй ĕçне тăвать-тăватех – Çеçпĕлĕмĕрĕн чунне амантса хăварать. Пурĕпĕр хура вăйсем, тăшмансем темле чупкаланă пулин те, Çеçпĕл ятне халăх асĕнчен, ентешĕсен чĕринчен кăларса илеймен вĕсем. Темле синкерлĕ вăхăтсем пулсан та, Çеçпĕл Мишши Чăваш тĕнчишĕн тунă ĕçсене архивăн "ĕмĕрхи тусанĕ" те хуплаймĕ. Çавăнпа, мĕскĕн те нишлĕ чунлисем, ан тĕкĕнĕр, ан хăйăр Çеçпĕлĕмĕре, унăн ĕçне-хĕлне тĕкĕнме!
– Паллă ентешĕрĕн ĕçĕ-хĕлне пĕлни, хисеплени, уншăн çунни курăнать калаçăвăрта. Хăвăр та кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларатăр. Сире Çеçпĕл ялĕнче, шкулĕнче те кĕтсех тăраççĕ терĕç-ха. Епле ĕлкĕретĕр; "Çунса каясран" хăрамастăр-и; Ытларах сывлăх пирки ыйтатăп-ха...
– Çулсем иртнĕçемĕн сывлăха упрамаллине аван ăнланса пыратăп пулин те, курса тăрса тĕрĕс марринех тĕрĕс е япăххине лайăх теме пултараймастăп. Шел е, тен, телее çакă, пуçа сĕлтсе "юрать, аха, çапла..." тесе тăраканни мар эпĕ. Пăтранать кăна тĕнче. Çил-тăвăл таврашĕ, хуласене шыв илни, пушарсем, чир-чĕрĕ... – мĕн кăна çук паян! Аркатнине çĕнĕрен хăпартма, чир тенине сиплеме, пушарне сÿнтерме пулать тейĕпĕр. Чи хăрушă чир – чун-чĕресем чул пек хытса ларни е, пачах урăхла, сĕлкĕшленсе кайни тесе шухăшлатăп. Чун чирне сиплеме йывăртарах. Влаç чирĕпе аташма тытăннисем вара обществăшăн тата хăрушăрах. Вĕсем вара, ертÿçĕсем, совеç, намăс-симĕс çинчен пачах манаççĕ. Çавах та чарак тени пулмаллах вĕт-ха!
Кĕнекесем, статья-очерк тенĕрен, чун-чĕререн шалтан тухаççĕ вĕсем. Унччен, астăватăп-ха, юрăçсем шăнкăравлатчĕç те: "Лида, çак кĕвве итле-ха, юрă валли сăвă кирлĕ, çырса пар-ха", – тетчĕç. Çыраттăм та. Халĕ хама килĕшекен юрăçа шăнкăравлатăп та: "Çĕнĕ сăвă çуралчĕ, юрра хывса пăх, пулмалла пек..." – тетĕп. Унчченхи пек ытларах юрату мар халĕ сăвăсенче. Ăс-тăн гражданла лирика патнелле туртать...
– Çул çÿреме юрататăр пулас, пĕлтĕр Çурçĕр Кавказа кайса килтĕр...
– Юратни мар, чун хушни-ыйтни ку. Ахаль ним тумасăр сулланса çÿреме, ларма е хĕртĕнсе выртма пултараймастăп - вăхăта сая яни çакă маншăн. Çунтаракан хĕвел айĕнче Дагестана çитесси те ăнсăртран пулмарĕ. Мăн асатте-асаннесен йыхравĕ хистерĕ аякри çула тухма. "Çурçĕр Кавказа; Дагестана;!!" - эпĕ ыран-паян инçе çула тухассине илтсен хăш-пĕр тăвансемпе ĕçтешсем аптрасах кайрĕç. Ара, унта лару-тăру лăпкă марри никамшăн та вăрттăнлăх мар-çке-ха: Каспийскра çурта сирпĕтни, Первомайскинче пульницана боевиксем ярса илни т.ыт.те. Çапах та чуна акă ĕнтĕ миçе çул "кăтăкласа-илĕртсе" тăракан ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килсе тухни тĕрлĕ асархаттăрăва, иккĕленĕве сирсе ячĕ – историрен паянхи чăвашсен мăн аслашшĕсем 2-3 ĕмĕрсенче Çурçĕр Кавказра пурăннă пăлхарсемпе сăварсем пулнине пĕлетпĕр те, епле-ха çитсе унти сывлăшпа та пулин сывлас мар, эпир, паянхи чăваш чĕпписем, вĕсене ĕмĕрсем урлă асра тытнине кăтартас мар;
Çапла вара Веда Суар (13-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Шупашкар вырăнĕнче ÿссе ларнă) – Çеçпĕл – Чĕмпĕр – Çăрттанлă (Пенза) – Бикмурза (Пенза) – Сарă ту – Махачкала – Варачен – Дербент – Семендер – Веда Суар маршрутпа çула тухрăмăр.
Йывăр, анчах питĕ интереслĕ, усăллă çул çÿрев пулчĕ вăл. Ах, Каспи тинĕсĕ... Унăн çыранĕнчи вĕри хăйăр çинче чечен йĕкĕчĕсемпе чăваш хĕрĕсем пĕр-пĕрин халăхĕн ташшисене вĕренме хăтланни паян та куç умĕнче. Е тата Каспин витĕр курăнакан ытамĕнче чăваш ташши ташланине епле манăн-ха; Пĕлетĕп, аваллăх сасси-туртăмĕ тата пĕр хутчен кăна мар илсе çитерĕ Чăваш ывăл-хĕрне мăн асаттесен "хуранне", тата пĕр Юпа кăна мар çĕкленĕ эпир, чăвашсем, ăçтан, хăш йăх-тымартан тухнине аса илтерсе Çурçĕр Кавказра. Тĕрлĕ йывăрлăх витĕр иртсе, урлă каçса 20 ĕмĕр иртсен те пулин çитме пултартăмăр эпир хамăрăн мăн асатте-асаннесем патне – çакă савăнтарать, мăнаçлантарать, хавхалантарать.
– Украинăра та тăтăшах пулатăр...
– Çав чăвашлăх тениех илсе тухса каять инçе çулсене. Украина вăл пирĕншĕн каллех чăн малтанах Çеçпĕл Мишши ячĕпе çыхăннă. Юлашки çулсенче Харьковпа çухăнусем çирĕпленчĕç – унта пирĕн чăвашсен пĕрремĕш профессионал художникĕ А.А.Кокель пурăннă, ĕçленĕ. Журналист пулнă май куçа тÿрех мĕн тăрăнать; Наци ыйтăвĕ тавра Украинăра та пăтăрмахсем тупăнсах пыраççĕ. Вырăнти шкулсенче вăйпах, пурне те, çав шутра вун-вун наци çыннисене, вĕсен ачисене те, украин чĕлхине вĕрентеççĕ. Судсенче тата вырăс-и эсĕ, тутар, чăваш, беларус, Украинăра пурăнатăн пулсан, суда пĕр-пĕр ĕçпе-тавăçпа пыратăн – куçаруçă тенине хăв укçупа тытса пĕрле илсе пымалла. Çакăн евĕр пăтрашуллă самантсем çителĕклех паян тăванла Украинăра. Пĕр енчен, ăнланма-йышăнма та пулать пек – ара, çавăн пек йĕркесемпе тĕп халăх генофончĕ, тĕп чĕлхе хăçан та пулсан çухалĕ, пĕтсе пырĕ теме пулмастех. (Пирĕн Чăвашра, 60-70 процент тĕп халăх шутланакан республикăра, çавăн пек йĕркесене пурнăçа кĕртсен;)
Тепĕр енчен вара, вырăнти халăх чĕлхине, йăли-йĕркине упрас тесе ытти халăхсене кÿрентернине те йышăнма пултараймастпăр. Çеçпĕле мĕнле "хисеп турĕç" вăхăтра, астăватăр-и; Остерти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкула гимнази статусĕ панă мĕн те, "Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ" тенине "çухатнă". Çакă кăна та мар. Шкул умĕнчи Çеçпĕл Мишши палăкне те хĕрхенсе-шеллесе тăман, – "пуçтарнă". "Мĕн тунă пулĕччĕ-ши Çеçпĕл Мишши чĕрĕ-сывă пулсан, çакăн пек лару-тăрура;" – текен (ăнланатăп, абсурдла, утопилле шухăш) ыйту пуçран тухма пĕлмест. Унăн вĕри те кăра кăмăлĕпе, тĕрĕслĕхшĕн çунакан чĕрипе, ултав-сĕмсĕрлĕхе чăл-пар çапса аркатма май паракан вăй-хăвачĕпе... – темĕн туса хунă пулĕччĕ. Паян ниепле те пĕр чăмăра чăмăртанайман, пĕр шухăш патне пырса тухайман Чăваш халăхне тарăхнă тата шелленĕ кăна пулĕччĕ, ахăртнех, кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр. Хăйне Украина çĕрĕ çинче тăлăххăн пăрахса хăварнине те нихăçан та ырламĕччĕ вăл.
Телее, юлашки вăхăтра лару-тăру улшăнса пырать. Украинăра кунти пĕтĕм чăвашсене пĕрлештерекен общество йĕркеленĕ. Ăна Надежда Ивановна Лисовая ертсе пырать. Вĕри те пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ. Йăх тымарĕсем кунтанах, Чăвашранах, унăн. 30 çул ытла Киевра пурăнать. Икĕ çул каялла Остерта пулса чăваш поэчĕн ятне-шывне мĕн шая антарса лартнине курнă хыççăн, паллах, лăпкăн пурăнайман чăваш чунĕллĕскер. Халĕ, акă, Çеçпĕл Мишшине чăн малтан, куçариччен, пытарнă вырăнта гранитран стела (асăну палăкĕ) лартма палăртнă. Вăл çине тăнипех Остерти гимназие поэт ятне тавăрас, унти шкулта пирĕн ентеш ячĕпе йĕркеленĕ музее çĕнĕрен уçас ыйтусемпе ăнăçлă ĕçлет. Вырăнти пуçлăхсемпе пĕр чĕлхе тупнă Н.Лисовая. Пулăшакансем тупăнсан Шупашкар - Киев - Остер маршрутпа автобус çыхăнăвĕ йĕркелесси, килен-каян валли хăна çурчĕ уçасси те тума пултарайман ĕçсем мар паллах.
– Пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ ыйтусем хускататăр, Лидия Ивановна. Чăтăмлăх, çирĕп сывлăх сунатпăр, ывăлăр Сентиер те сирĕн пекех хастар пулнине пĕлетпĕр. Сăмах май, унччен: "Сан ывăл чăвашла пĕлет-и;" – тесе ыйтнăшăн тарăхнине калаттăр...
– Пĕр шухăшлăх кирлĕ пире. Пур çĕрте те. Ывăл мана ăнланни савăнтарать. Унра та пур, тен, ытлашшипех те, тĕрĕслĕхшĕн çунасси. Çемьере пур пĕр шухăшлăх тени, Чăваш тĕнчинче пулинччĕ вăл тата...
Владимир СТЕПАНОВ калаçнă.