23 мая 2012 г.
Вăй илсе чĕрĕлĕр, йывăçсем
Ялсене мĕн авалтан йывăçсем илем кÿнĕ. Халĕ те çуллен çуркуннепе кĕркунне хуласемпе ялсенче йывăç лартмалли уйăхлăхсем ирттереççĕ. Чăн та, йывăçсем сахал мар лартаççĕ. Анчах та кирлĕ пек пăхса-сыхласа тăманнине пула чылайăшĕ пĕтет.
Пысăкки ялан пĕчĕкрен пуçланать. Ачасене пĕ-чĕкрен çут çанталăка юратма вĕрентни, вĕсене хăйсене пĕчĕклех йывăç, чечексем лартма хăнăхтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир çырма хĕрринче пурăнатпăр. Çав çырмана хамăн ачасемпе йывăçсем лартма тытăнтăмăр. Малтанхи вăхăтра лартнă хурăнсем аванах çитĕнеççĕ, илем кÿреççĕ. Йывăçсем ÿснипе унта тĕрлĕ кайăк пурăнма пуçларĕ. Çырми те ишĕлме чарăнса пырать. Кăçал та питомникран лиственница илсе килсе çырмари çул хĕррипе лартса тухрăмăр. Лартнă йывăçсене куллен пăхса тăма, сыхлама тивет.
Йывăç лартрăн пулсан ăна хăвăн пăхса çитĕнтермелле. Пĕр çул кăна пурăнас тесен, тырă ак, ĕмĕр пурăнас тесен, йывăç ларт, – тенĕ ваттисем. Çакна яланах асра тытмалла. Ялта пурăнакан çыннăн кашни çулах йывăç лартса чĕртме тăрăшмалла, ăна пăхса ÿстермелле. Тавралăха илем кÿме тимлемелле. Çакă вара хамăршăн çеç мар, пулас ăрушăн та, тăван тавралăхшăн та усăллă пулĕ.
Е.ПАВЛОВА,
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ.