АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дунай флотилийĕн ветеранĕ

23 мая 2012 г.

Якорьлĕ шурă карттус тăхăннă ветерана Аслă Çĕнтерÿ уявне Канаш хулин тĕп лапамĕнче паллă тунă чухне темиçе хутчен те асăрханăччĕ-ха. Фотоаппарат объективне те пĕрре мар лекнĕччĕ вăл. Темиçе кун каялла Ленин проспекчĕпе пынă чухне куç умне палланă сăн тухса тăчĕ. Ятне-шывне пĕлместĕп пулин те, чарăнса тăрсах сывлăх сунса алă патăм. Вăл та мана аса илчĕ. Хаçат страницинче лекнĕ вăрçă ветеранĕсен ушкăнĕнче хăй те пуррине пĕлсен кăмăллă пулнине палăртса йăлтăр кулса илчĕ.

– Çав хаçата тупса параймăр-ши мана; Ачамсене, мăнукăмсене кăтартнă пулăттăм, – терĕ вăл.

Редакцие пыма ыйтрăм, кăмăлне тултарма сăмах патăм. Кăнтăр апачĕ иртсен çитрĕ вăл ман пата. Вăхăт пуррипе усă курса калаçу пуçарса ун çинчен тĕрленчĕк хатĕрлес шухăш амаланчĕ. Манпа калаçакан Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Геннадий Григорьевич тесе чĕнеççĕ. Хушамачĕ Шакин.

– Манăн атте, Григорий Матвеевич, шут ĕçне питĕ лайăх пĕлнĕ. Ун пек пултаруллă бкхгалтер таврара çукпа пĕрехчĕ. Банкра ĕçленĕ вăл. Тĕрлĕ çĕре куçаратчĕç ăна. Çавăнпа та пирĕн çемье Канашра та, Шупашкарта та, Шупашкар районĕнче те темиçе çул пурăнчĕ. 1938 çулта Тăвай юлашки чарăну пулчĕ пулас – унтах тĕплентĕмĕр, – аса илчĕ Геннадий Григорьевич.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Гена Тăвайĕнче йĕркеленĕ ветеринарсен тăватă уйăхлăх курсĕнче вĕреннĕ. Тавçăруллă яша Тăрмăш ялĕн колхозне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Шаннă ĕçе тÿрĕ чунпа туса пынине кура правлени членне суйланă. Пĕррехинче кантура хĕрарăмсен ушкăнĕ кĕнĕ. Пурте нумай ачаллă амăшĕсем. Вăрçăран аллине çухатса таврăннă председатель вĕсене сивлеклĕн йышăннă. Мĕн сăлтавпа килнине тÿрех тавçăрса илнĕ вăл. Хĕрарăмсем тырă уйăрса пама тархасласа ыйтнă, ачисем выçă ларни çинчен вĕри куççуль çăта-çăта каласа панă. Вĕсен нуши председателĕн чĕрине пĕртте хускатман. Куçне-пуçне чарса пăрахнă та ура çине сиксе тăнă:

– Мĕн тума çавăн чухлĕ çуратса тултартăр, ачăрсене пусăр та çийĕр! – тесе кăшкăрса пăрахнă.

Çакна кĕтмен хĕрарăмсем уласа йĕрсе янă, правлени членĕсем тĕлĕннипе çăварĕсене карса пăрахнă. Председателĕн çынна кÿрентересси, сăлтавсăрах сассине хăпартасси час-часах пулкаланă-ха. Анчах та кун пек сăмахсем фронтра юн тăкнă арçын çăварĕнчен тухни, пурнăç парнелекен çын чысне варалани çамрăк каччăн чĕрине усал кушак пек чаваланă, чĕрĕ ÿте çĕçĕпе сĕрнĕнех туйăннă.

- Çук, текех чăтса пулмасть терĕм те тепĕр кунне ирех Тăвайĕнчи çар комиссариатне тухса утрăм. Унта ĕçлекенсене хам ирĕкпе фронта яма ыйтрăм. Малтанласа турткаланса тăчĕç. Вăтам çулсенчи хĕрарăм врач пĕр чаçрен ветеринари санитарĕ тупса пама ыйтни çинчен пĕлтерсен савăнсах кайрăм. Вăт çапла эпĕ салтак, тĕрĕсрех каласан, матрос пулса тăтăм, – малалла калаçрĕ редакци хăни.

Геннадий пачах урăх чаçе лекнĕ. Ăна Дунай флотилине янă. Çар ĕçне вĕрентнĕ хыççăн бронекатер командорĕ пулма лартнă. Дунай шывĕпе Румыни, Болгари, Венгри, Австри витĕр тухнă. Вăрçă вĕçленсен Будапештри тинĕс-çар комендатуринче службăра тăнă. Тăван яла 1951 çулта тинĕс-çарăн главнăй старшинин пакунĕсемпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе тата ытти наградăсемпе таврăннă. Кăшт каннă хыççăн мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕр вăхăт Канашторгра, вакунсем юсакан заводра слесарьте вăй хунă. 1990 çулччен районăн ĕç тăвакан комитетĕнче администраципе хуçалăх пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Çак должноçе ăна ĕçтăвкомăн çĕнĕ çуртне тунă чухне лартнă. Строительство материалĕсем шыраса Г.Шакина ăçта кăна çитме тивмен. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ туса пынăшăн ăна района ертсе пыракансем хисепленĕ, тăрăшулăхне Хисеп хучĕсемпе палăртнă, уявсенче, уйрăмах Çĕнтерÿ кунĕнче парнесем панă. Пенсине тухсан та ахаль ларман ветеран – тăватă çула яхăн сыр тăвакан комбинатра хуралçăра ĕçленĕ.

Геннадий Григорьевичăн мăшăрĕ, Антонина Осиповна, Канаш хулинче пĕрремĕш автобус кондукторĕ пулнă. Шакинсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ура çине тăратнă. Вячеславпа Эльвира Канашра пурăнаççĕ, Венера – Волгоградра. Пурте çемье çавăрнă, ача-пăчаллă, мăнукĕсем пур.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика