23 мая 2012 г.
Пĕтĕмпех çарти евĕр
Тунти кун районта çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" юхăмĕн финалти çарпа спорт вăййисем пуçланчĕç. Яланхи пекех вĕсем Кĕçĕн Çавал шывĕпе ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь хушшинчи ытарма çук илемлĕ йăлăмра иртеççĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартма "Зарницăн" 14, "Орленокăн" 7 командисем хутшăнаççĕ. Вăйăсен программинче – теори тата çарпа спорт блокĕсен конкурсĕсем. Палатăсен хулинче пĕтĕм йĕрке çарти пек.
Пĕр рете тăрса тухнă командăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Наймушин подполковник саламларĕç, конкурссенче ăнăçу сунчĕç.
Çамрăк армеецсен отделенийĕсем салтаксем пек харсăррăн утса, хăнасене чыс парса, строй юррисем юрласа иртрĕç. Парад хыççăн конкурссем пуçланчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем паян палăрĕç.
Ылтăн туй ячĕпе
саламларĕç
Сухайкасси ялĕнче пурăнакан Мария Никитичнăпа Геннадий Никитич Никитинсем пурнăç çулĕпе пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова, район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕн тĕп специалисчĕ И.Морозова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Иванова саламларĕç. Никитинсене юбилярсен Хисеп кĕнекине çырса хучĕç.
Çемье пуçĕ Г.Никитин Канашри автоюсав завочĕн (халĕ "Стройтехника" тулли мар яваплă пĕрлĕх) директорĕн çумĕнче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ Сухайкасси ял Советне ертсе пынă, совхоз бригадин бригадирĕнче вăй хунă. Вĕсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿстернĕ. Еленăпа Светлана Мускавра пурăнаççĕ, пĕри – менеджер, тепри – фармацевт. Ывăлĕсем ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерьте ĕçлеççĕ. Вячеслав – лагерь директорĕ. Пилĕк мăнук, вĕсенчен пĕри, Саша ятли, биатлон енĕпе спорт мастерĕ, вăл çак кунсенчех салтакран таврăнмалла. Никитинсем юратнă мăнукне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Çĕнĕ Сăмах – чăвашла
Чăваш патшалăх кĕнеке палатине "Пирĕн Туррăмăр Иисус Христос хунă Çĕнĕ Сăмах" ("Новый Завет Господа нашего Иисуса Христа") кĕнеке пырса кĕнĕ. Вăл 5000 тиражпа пичетленнĕ. Редакторĕ – пирĕн паллă ентешĕмĕр Виталий Енĕш прозаик, поэт тата куçаруçă.
Çĕнĕ Сăмах чи малтан 1911 çулта пичетрен тухнă. Ăна Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев ертсе пынипе куçаруçăсен ушкăнĕ чăвашла хатĕрленĕ. Хальхи изданире 639 страница, Çĕнĕ Сăмахăн Сăваплă çырăвĕсем 27: Матфейăн, Маркăн, Лукан тата Иоаннăн тăваттă. Иисус Христосăн тата унăн вĕрентĕвĕн Евангелийĕ; Çветтуй апостолсен 7, Павел апостолăн 14 çырăвĕ; Иоанн Богословăн (Апокалипсисăн Çĕнĕлĕх кĕнеки).
Кĕнеке вĕçĕнче Евангели тата Апостол вулавĕсен кăтаркăчĕ, авалхи сăмахсен тата терминсен словарĕ, библин историллĕ вырăнĕсен картти пур.
Музее экспонатсем
парнелерĕç
Пĕтĕм тĕнчери Музей кунĕ умĕн, ăна майăн 18-мĕшĕнче паллă турĕç, "Музее экспонат парнеле" акци пуçланчĕ, куравсен залĕсене тÿлевсĕр кĕртрĕç.
Канашри тавра пĕлÿ музейĕн ĕçлевçисем историпе тата культурăпа çыхăннă ĕçсене хапăлласах йышăнчĕç. Хулари 22-мĕш профучилищĕре преподавательте ĕçленĕ А.Григорьева тата унăн мăнукĕ М.Сосипатров çемье библиотекинчи кĕнекесене илсе килчĕç. Педагогика колледжĕн ветеранĕ Л.Иванова "Знайка" фильмоскоп, икĕ пайлă "Большой театр Союза СССР" диафильм парса хăварчĕ. Сунара çÿреме юратакан Е.Краснов кăвакал аçин, кăрăпчакăн (вăрман кайăкĕ) тата пăсаран кĕлеткисене парнелерĕ. Евгений Николаевич çак ĕçпе пилĕк çула яхăн тăрмашать. Унăн ĕçĕсем хула паркĕнчи "Вкусняшка" кафене, "Охотник" магазина илем кÿреççĕ, халĕ вара вĕсем валли музейăн тăван ен çут çанталăкĕн залĕнче те вырăн тупăнчĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.